03 декабря 2010 г.
Сахăр диабечĕ – эндокрин системин организмра инсулин çителĕксĕр пулнипе, углеводсен тата ытти веществосен ылмашăвĕ пăсăлнипе аталанакан чирĕ. Диабета вăй илме паракан сăлтав тĕрлĕрен.
Выç варла юнри сахăр виçи 3.3-5.5 ммольŸл чухне норма шутланать, 6.1 ммольŸл виçерен ытларах тăк сахăр диабечĕ çинчен калаçма сăлтав пур.
Сахăр диабечĕ вăраха кайнă, вĕсенчен сывалма çук чирсен шутне кĕрет. Хальхи вăхăтри медицина юнри сахăр шайне кирлĕ виçере тытса тăма май парать. Çав вăхăтрах сиплеве тăтăшах ирттермелле. Кун пек чухне сахăр диабечĕ организма йывăрлăх кÿмест.
Сахăр диабечĕ шалти органсене сиенлеме пултарать. Хăш-пĕр органсем сахăра питĕ сисĕмлĕ, çавăнпа та диабетшăн мишень вырăнне пулса тăраççĕ. Диабет чĕрене, пуç мимине, ал-урана, пÿресене, куçа пысăк витĕм кÿрет, çавăнпа инфаркт, инсульт, гангрена пулас, суккăрланас хăрушлăх ÿсет.
Сахăр диабечĕ чылай чухне ăруран ăрăва куçать. Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа мартчен çынсен харпăр хăй сывлăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тапхăрта диабет аталаннă пулсан та ăна вируслă инфекци вырăнне йышăнма пултараççĕ.
Диабетлă çынсен диетăна пăхăнмалла. 1-мĕш категори – помидора, хăяра, редиса, кăмпана, баклажанпа кабачкине, кишĕрпе фасоле, шпинатпа уткăшкара кирек хăçан та çиме юрать. 2-мĕш категори – ĕне выльăх е чăх ашне, çуллă мар пулла, çуллă мар кăлпассие,улма-çырлана, çăмартана, сĕт-турăха, тăпăрча, пăрçана, фасоле, çăкăра виçене пăхăнса çимелле. 3-мĕш категори – çуллă аша, салăна, пулла, майонеза, маргарина, сырпа тăпăрча, мăйăра, сахăра, пыла, канфетсене, варение, шоколада, винограда, банана, хурмана, финика, пылак шывсемпе соксене, алкоголе рационтан пачах кăлармалла.
Чирлĕ организм инсулинсăр пурăнаймасть.
Т.НИКОЛАЕВА.