03 декабря 2010 г.
Нумаях пулмасть Çĕмĕрлере СССР тата Раççей Тава тивĕçлĕ тренерĕн Г.Герасимовăн парнисемшĕн бокс енĕпе çамрăксен хушшинче турнир иртнĕ. Çак йăлана кĕнĕ ăмăртăва кăçалхипе 14-мĕш хут йĕркеленĕ, вăл виçĕ куна пынă. Турнира 80 ытла çамрăк боксер хутшăннă, вĕсем унта Канашран, Шăхасантан, Элĕкрен, Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Йĕтĕрнерен, Улатăртан килсе çитнĕ.
Шăхасан салин тата унти физкультурăпа спорт комплексĕн чысне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Евгений Александров, Дмитрий Иванов тата Денис Семенов хÿтĕленĕ.
Дмитрий Иванов хăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Евгений Александров виççĕмĕш вырăна тухнă.
Ю.ЗАХВАТОВ, тренер.