АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çинче асăрхануллă пуласчĕ

03 декабря 2010 г.

Ăшă кунсем иртсе кайрĕç. Кăпăшка юр çуса лартнă хыççăн тавралăха хĕл сăнĕ çапрĕ. Çанталăк сивĕ тăнăран кÿлĕсемпе юхан шывсем пăрпа витĕнме пуçларĕç. Çак вăхăта чылайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет, ара, пăр тăрăх палăртнă вырăна автотранспортпа тÿртенех çитсе килме пулать-çке. Каток çинче хаваслă ача-пăча сасси тавралăхра мĕн каç сĕмĕ çапичченех шăпланмасть. Хоккейла выляма кăмăллакансем те пăр çине тухмасăр пĕр кун та ирттермеççĕ. Пулăçăсем пирки вара калаçмалли те çук.

Анчах та пăр савăнăçпа пĕрле хурлăхне те илсе килет. Шуçлак çĕрте майсăр ÿксе чылай çын тăтăшах аманать, пăр катăлса кайнипе сивĕ шыва лекет, пурнăçран та уйрăлать. Чăваш Енри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи регионсенче шывсем çинче çулсерен 90 çын вилет, 17 проценчĕ – ачасем. Пирĕн республикăра чÿк-нарăс уйăхĕсенче вăтамран кун пек 4-5 инкеке шута илеççĕ.

Инкексен сăлтавĕ вара яланах пĕрешкел, пăр çÿхе пулни тата пĕр вырăна нумай çын харăсах пуçтарăнни. Практика çакна çирĕплетет, çынсем ытларах чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнипе шывсем çинче шар кураççĕ.

Пăр çине кĕрсе кайиччен мĕн пĕлмелле-ха пирĕн; Чăваш Енри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕ çапла асăрхаттарать, чи малтанах пăр хулăнăшне шута илмелле. Пĕр çын валли пăр хулăнăшĕ 7 сантиметртан кая мар пулни вырăнлă. Пăр 12 сантиметртан ытларах хулăнлансан каток ăсталама юрать. 15 сантиметртан ÿссен пăр тăрăх сукмак хывма юрать. Пăр хулăнăшĕ 30 сантиметра çитсен ăна çăмăл автомашинăсем валли каçă вырăнне усă курма пулать.

Пăр хулăнăшне епле майпа тĕрĕслеççĕ-ха; Пĕчĕк вак касмалла та рулеткăпа е патакпа виçмелле. Анчах та çакна шута илмелле, кÿлĕре е юхан шывра пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран çумĕнче, шывсем "пĕрлешнĕ" вырăнта, çăл тухакан вырăнсенче... унăн хулăнăшĕ çÿхерех. Кăчăр анчах шăннă, каярах юр хÿсе кайнă ваксем пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, унта ăнсăртран пуссан çын шыва кĕрсе ÿкме пултарать.

Пăр çине кĕрсен ăна патакпа шаккаса пăхăр. Енчен те унăн çийĕнче шыв палăрсан, вăл шатăртатсан, ура айĕнче авăнсан пĕр тăхтаса тăмасăрах каялла çыран хĕррине тухăр. Анчах та çыран хĕррине çитиччен вăл хытах шатăртата пуçларĕ пулсан тÿрех пăр çине выртăр, малалла хырăмпа шăвăр.

Çăмăлттай ан пулăр, çын сивĕ шыва лексен, пулăшу пулмарĕ пулсан, тепĕр 15-20 минутран вилет.

Пăр тăрăх çĕклем йăтса каçмалла пулсан унта кĕриччен çаккисене пушатăр. Ăнсăртран пăр катăлас пулсан ăна çийĕнчех хывса пăрахма май килтĕр.

Енчен те пăр катăлчĕ пулсан, çухалса ан кайăр. Йывăр япаласене пăрахăр, шыв çийĕнче юлма тăрăшăр, пулăшу ыйтса кăшкăрăр. Пăр хĕрринчен алăсемпе çакланăр, вĕсене аяккалла сарăр. Шыв тулнă атă-пушмака хывса пăрахма тăрăшăр. Пăр хĕррине катмасăр ун çине хăпарса выртма тăрăшăр. Тухсассăн çак синкерлĕ вырăнтан аяккарах шуса кайма тăрăшăр. Йĕпеннĕ тумтире хывса пăрăр та каялла тăхăнăр.

Шыва анса тăрсан, тĕпĕ урана лекнине туйрăр пулсан, малалла талпăнăр, умри пăра катса пырса çыран хĕррине çитме тăрăшăр.

Инкеке лекнĕ çынна асăрхарăр пулсан мĕн тумалла-ха; Енчен те çын шыва çыранран аякрах мар анса кайнă пулсан вĕрен, шарф, вăрăм шалча, хăма е пусма ывăтса парăр. Пулăшу пуласси çинчен кăшкăрăр, çакă ăна хавхалантарĕ, малалла кĕрешме вăй-хăват парĕ. Пулăшу ĕçĕсене кĕске вăхăтра туса ирттерме тăрăшмалла, унсăрăн вăйсăрланса пыракан çын шыв айне анса кайма пултарать.

Шывран туртса кăларнă çынна ăшăтма тăрăшмалла. Хÿтĕрех вырăна илсе кайса тумтирне улăштармалла, утиялпа чĕркемелле. Тăнне çухатман пулсан вĕри чей е кофе ĕçтермелле. Çавăн пекех инкеке лекнĕ çынна тепĕр çын ăшшипе те ăшăтма пулать, çак тĕллевпе унпа юнашар выртмалла та çупăрламалла.

Анчах та сивĕ шыва лекнĕ çынна вĕри душ, вĕри ванна тата ăшă пÿлĕм пысăк сиен кÿме пултарнине яланах асра тытăр!

А.МЯСНИКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика