03 декабря 2010 г.
Тинтерех ĕçе пикеннĕ библиотекарьсене вĕрентес, нумай çул ĕçлекенсен паха ĕç опычĕпе паллаштарас тĕллевпе çак кунсенче шкул вулавăшĕсенче тăрăшакансен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Ăна районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Мария Сергеевна Сергеева йĕркелесе пычĕ. Семинара хутшăнакансем Вырăскас Пикших библиотекинче пуçтарăнчĕç.
Чи малтан Наталья Геннадьевна Левая ĕçтешсене Вĕрентекен çулталăкĕпе саламларĕ, библиотекăсенчи ĕç хучĕсен йĕркипе тата шкулсенчи вулавăшсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Кăçал, пурăннă пулсан, Ешкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Алексеевич Андреев ăсчах 50 çул тултарнă пулĕччĕ. Шел, вăл хăйĕн ĕçĕсене вĕçлеймесĕрех пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Шуркасси вăтам шкулĕнче унăн ятне асра тытса асăну каçĕ ирттернĕ, Шупашкарта буклет тата "Василий Андреев чĕлхеçĕ" ятпа кĕнеке кăларнă.
Пире хамăр ентешĕмĕр çинчен тĕплĕнрех унăн аппăшĕ, Нина Алексеевна Агусева, каласа кăтартма кăмăл турĕ:
– Ваçук, вăл хăйне çапла чĕннине кăмăллатчĕ, Шуркасси вăтам шкулĕ хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕчĕ. Виççĕмĕш курс хыççăн Геннадий Анатольевич Дектяревпа иккĕшне (халĕ вăл та ăсчах) Ленинградри университета – Тухăç факультетне вĕренме янă.
Унта В.Андреев паллă профессорсемпе доцентсем патĕнче ăс пухнă. Вĕренсе тухсан Шупашкара таврăннă, студентсене турккă чĕлхине, Тухăç культурипе историне вĕрентнĕ. Шăллăм çулталăк ытла Стамбул университетĕнче те ĕçленĕ. Унти ăсчахсем ăна компьютер парнеленĕччĕ. Вăл вăхăтра компьютер пирĕн патăмăрта сайра тĕл пулнă.
Семинарта çавăн пекех Хучел шкулĕнче ĕçлекен Татьяна Викторовна Степанова та тухса калаçрĕ, вăл "Çул-йĕр çинчи инкексене вăхăтра сирсе ярас тата çулсем çинчи культура шайне ÿстерес" темăпа паллаштарчĕ.
Ĕçлĕ тĕл пулу пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
Л.ГРИГОРЬЕВА, Вăтапуç шкулĕ.