03 декабря 2010 г.
Вăтапуçĕнчи ялти вулавăша ăшă кăмăллă çамрăк специалист ĕçлеме килнĕренпе çирĕм виçĕ çул иртрĕ. Юрий Семенович Никитин шкулта аслă вожатăя е завода рабочие (малтан Кăшнаруйăнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта, унтан тимĕр-бетон изделийĕсен заводĕнче мотористра ĕçленĕ) вырнаçнă пулсан, унăн шăпи еплерех килсе тухатчĕ-ши; Анчах вăл суйласа илнĕ çул-йĕр телейлĕ пулнă.
Юрий Семенович пытармасть: çăмăл килмен ăна. Библиотекăра ирттерекен мероприятисене халăха явăçтарма епле йывăррине хăй кăна пĕлет пулĕ. Сценарисемпе методика хатĕрĕсем кăна çителĕксĕр кунта, аудиторине хумхантаракан, кăсăклантаракан темăсене хускатмалла.
Юрий Никитин Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчен, обществăлла корреспондентсен университетĕнчен лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă. Кăшнаруй ялĕнчи тата Краснодар крайĕнчи Крупская поселокĕнчи библиотекăсенче тăрăшса ĕçлесе унта пурăнакан çынсем хушшинче хăй çинчен ырă ят хăварнă.
1982 çулта çемье çавăрнă. 1987 çулта шăпа вĕсене Вăтапуç ялне илсе çитернĕ. Тăрăшуллă та пултаруллă библиотекаре кунта та çулсерен Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă. 1994 çулта Чăваш наци библиотеки унăн ĕçне "Библиотека отличной работы" диплом парса хакланă, районта, республикăра ирттерекен тĕрлĕрен уявсемпе конкурссенче пĕрре кăна мар хаклă парнесемпе Хисеп грамотисем парса чысланă.
Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2004 çулта пирĕн районта та тĕслĕх библиотекăсем пĕрин хыççăн тепри уçăлма пуçларĕç.
Çакăн пек çĕнĕлĕх Вăтапуç ялне 2007 çулта çитрĕ. Нумай вăй хума тиврĕ çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессишĕн. Халĕ вулавăшра компьютерпа усă куратпăр. Малтанхи пек мар, çырмалли мĕнпур ĕçе çĕнĕ техника пулăшнипе пурнăçлатпăр, çырас ĕçри çак çăмăллăхпа усă курма кăмăл тăвакансене те кăмăлпах вĕрентетпĕр, йывăрлăхсем сиксе тухсан ялти вăтам шкулти информатика урокĕсене вĕрентекен Михаил Григорьевичран пулăшу ыйтатпăр.
Çынпа хутшăнма пĕлмесен, хастарлăх çук пулсан, библиотекарь те çунатсăр кайăк пекех. Юрий Семенович пур çĕре те ĕлкĕрет, ăна е вăтам шкулта куратăн, е культура çуртĕнче вăл. Акă тата ял администрацийĕнче çынсемпе канашлать.
Библиотекăн пин ытла вулавçă. Вĕсем, тĕпрен илсен, педагогсемпе воспитательсем, пенсионерсемпе ялти çамрăксем. Тĕрлĕ çулсенче Вăтапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкар, Канаш, Хусан хулисенчи аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакан 65 студент май килсен ялти вулавăш пулăшăвĕпе усă курма тăрăшать. Çак кун тĕлне вулавăша çÿрекенсем 32 тĕрлĕ хаçат-журналпа усă кураççĕ.
– Пирĕн Вăтапуç ялĕнчи вулавăш районти библиотекăсемшĕн историпе краеведени центрĕ шутланать, çавна май çак темăсемпе каçсем, тишкерÿсем ирттерме тăрăшатпăр. Ку ĕçре пире вулавăш тусĕсем - В.Колпаков краевед, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн академикĕ, медицина наукисен докторĕ, РСФСР тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Н.Григорьев, Чăваш Патшалăх план канашлăвĕнчи ветерансен председателĕ П.Узюков, И.Перов радиожурналист пулăшса пыраççĕ. Çавăн пекех пирĕн патра хăнара Р.Сарпи, М. Юхма, Р.Шевлепи, П.Афанасьев, В.Тургай, Г.Шевкен, А.Юрату, М.Карягина, Чĕкеç Люççи тата ыттисем те пĕрре кăна мар пулса литература каçĕсемпе савăнтарнă, асăнмалăх хăйсен кĕнекисене парнеленĕ.
Эпир çак çулсенче С.Элкер (Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси), Н.Терентьев (Кăшнаруй ялĕ), Çеçпĕл Мишши (Çеçпĕл ялĕ) писательсен ялĕсенче, Иакинф атте музейĕнче (Кÿкеç сали), Хусан, Чĕмпĕр, Чулхула тăрăхĕсенче пулнă. Çитес вăхăтра Тăвай районĕнчи ялсене çитсе чăвашсен паллă çыравçисемпе ÿнер ăстисем çуралса ÿснĕ тăрăхсенче пулса курма ĕмĕтленетпĕр.
Эпир хамăр ĕçре "Канаш ен" хаçатпа, Чăваш наци конгресĕпе, Чăваш наци библиотекипе, Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекипе, Чăвашсен обществăпа культура центрĕпе тачă çыхăну тытатпăр.
Вăтапуç ял тăрăхĕн администрацийĕнче мĕнле кăна мероприяти ирттермест пулĕ Юрий Семенович. Вăл е унăн сценарисчĕ, е йĕркелÿçи, е ертсе пыраканĕ.
1997 çулта Юрий Никитина ĕçри хастарлăхшăн "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă, 2010 çулта чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе ăна Хисеп хучĕпе чысланă.
"Хисеплĕ вулакансем, "Канаш ен" хаçатăн страницисенче час-часах Юрий Никитин ячĕ курăнать. Пултаруллă çын тесех калас килет ман ун çинчен. Юлашки çулсенче Юрий Семенович прозăра та, поэзире те çитĕнÿсем тăвать. Унăн корреспонденцийĕсем, тĕрленчĕкĕсем интереслĕ, вĕсене вулама кăмăллă. Унăн поэзийĕ илемĕпе, кĕвĕлĕхĕпе тыткăна илет, тарăн шухăша ярать. Корреспондент-поэт тĕрлĕ сăвă виçипе хайлать. Чăваш çĕршывĕ, юратупа тивĕç, тăван тавралăх, пурнăç тытăмĕ, çынлăхпа чунлăх, тăванлăх темисене хускатать.
Юратнă поэчĕсем Çеçпĕл Мишши, К.Иванов, П.Эйзин, Г. Ефимов, П.Яккусен, Р.Сарпи, Л.Мартьянова. Вырăс поэчĕсем: С.Есенин, А.Пушкин, М.Цветаева, А.Ахматова, И.Никитин. Юратнă йывăçсем: йăмра, хурăн. Интересĕсем: пахча çимĕç лартса çитĕнтересси, хаçат-журналпа çыхăну тытасси, ял халăхĕпе ĕçлесси. Юратнă тĕс: сарă, кĕрен, сенкер кăвак...", – тесе çырать Чĕкеç Люççи сăвăç.
Çавăнпах пулĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Канаш районĕнчи ача-пăча музыка шкулĕн директорĕ Валентин Кузнецов Юрий Никитин сăввисемпе çирĕме яхăн илемлĕ юрă кĕвĕленĕ, вĕсен шутĕнче "Упраймарăн туйăмна", "Эс килсем", "Илĕртет тăван кĕтес", "Этемлĕх сăпки – çĕр аннем", "Шупашкарăм, Шупашкар", "Тавах сире, асамлă тухтăрсем".
Чăваш эстрада юрăçин Александр Ильинăн репертуарĕнче Юрий Никитин сăввисемпе кĕвĕленĕ тăхăр юрă янăрать, вăл шутра "Анне", "Савнă ял", "Çил-тăман", "Кукамай", "Аса ил, савниçĕм" юрăсем радио хумĕ, сенкер экран çине те тăтăшах тухаççĕ.
Унăн сăввисемпе Александр Никоноров, Николай Михайлов, Геннадий Николаев, Владимир Федоров композиторсем сахал мар илемлĕ юрă кĕвĕленĕ.
Юрий Никитин районти "Канаш ен" хаçатăн чи çывăх тусĕ. Уйрăмах пултаруллă, пуçаруллă, ĕçчен те хастар çынсем çинчен çырма уйрăмах ăста вăл. Çавăн пекех вулавăшра, Культура çуртĕнче, шкулта йĕркелесе ирттернĕ уявсем çинчен хаçата çутатса пама та ÿркенсе тăмасть. Унăн статйисем çăмăллăн вуланаççĕ, вуланă хыççăн шухăша яракан вырăнсем те сахал мар.
Библиотекарь-журналист вулакансене кăçал кăна çирĕме яхăн илемлĕ статья-тĕрленчĕксемпе савăнтарчĕ.
Вăл хаçат валли хăйĕн пĕрремĕш статйине 1964 çулта çыса хатĕрленĕ пулнă. Çырас ăсталăха Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулти Анастасия Константиновна Ивановăпа Ульяна Сергеевна Сергеева вĕрентекенсем йĕркелесе пыракан "Çамрăк хунав" илемлĕ литература кружокĕнче туптанă.
Нумаях пулмасть Юрий Никитина районти библиотекарьсен семинарĕнче вăл Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ пулнине ĕнентерекен удостоверени пачĕç.
Эпир Раççей журналисчĕсен Союзĕн çĕнĕ членне çирĕп сывлăх, тулли телей, творчествăра ăнăçу сунатпăр.
П. ЕФИМОВ, журналист.