03 декабря 2010 г.
Анаткас Кипеч клубĕнче салтака кайма ят тухнă Д.Евдокимов, А.Арсентьев тата А.Павлов ячĕпе савăнăçлă каç ирттерчĕç. Вĕсем шÿтлĕ конкурссене хутшăнчĕç. Ăсату каçне çар тумĕ тăхăнма хатĕрленекенсен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тусĕсем, паллах, савнийĕсем килнĕ.
А.Сергеевпа А.Митрофанов Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăннă. Александр аслă сержанта çитиччен ÿснĕ. Митрофанов та Саша ятлă, ăна çар вĕренĕвĕнчи çитĕнÿсемшĕн "Службăра палăрнăшăн" паллăпа наградăланă. Вĕсем ентешĕсене службăна лайăх ирттерме, лайăх çар специальноçĕ илме, тăван яла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме сунчĕç. Юлташĕсем вара çĕнĕ туссен ячĕсене çырнă тулли блокнотпа таврăнма сĕнчĕç. Салтак пурнăçĕ кашни арçыннăн асĕнче яланлăхах упранĕ, ăна ниепле те манма çук.
А.ВИТАЛЬЕВ.