АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ячĕсене асра тытса

03 декабря 2010 г.

Уçырмари культура çурчĕн сцени çинче Пушкăртстанри легендарлă "Зеленые береты" ансамбль концерт лартса панă. Пултарулăх коллективне 2000 çулта йĕркеленĕ, ăна Р.Фазлиахметов ертсе пырать. Ансамбльте тата икĕ çын – И.Муллаянов тата А.Шакирзянов. Репертуарта – вăрçă вăхăтĕнчи, паянхи салтаксем çинчен хывнă юрăсем

Коллективăн тĕп тĕллевĕ – Афганистанра, Чечняра, Абхазире, вĕри точкăсенче пуçĕсене хунă, çапăçнисене асра тытасси. Ансамбль пултарулăхĕ çамрăксене патриотизмла воспитани парассинче, çар службине хисеплеме вĕрентессинче пысăк вырăн йышăнать. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, районти шкулсенче вĕренекенсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Владислав Васильевич ансамбле Тав çырăвĕ панă.

Концертсем кăтартса пухăннă укçапа артистсем çапăçусенче пуçĕсене хунисене асра тытса асăну хăмисем тата паллисем хатĕрлеççĕ, шырав ĕçĕсем ирттереççĕ. Хальхинче те концерт хыççăн районти шкулсен представителĕсене шкул стени çумне вырнаçтарма 9 асăну хăми панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика