АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Гурьевсем те пур

03 декабря 2010 г.

Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев "Çулталăк çемйи-2010 конкурс" çĕнтерÿçисене чысланă çĕре хутшăннă. "Общество пĕр тикĕс аталанса пырасси лăпкăлăхпа çураçулăхпа тÿрремĕнех çыхăннă. Эсир республикăри ытти çемьесемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр", – тенĕ Михаил Васильевич уява пынисене саламласа.

Конкурс кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртнĕ. Çичĕ çулта ĕçре пысăк çитĕнÿ тунă, общество хисепне тивĕçнĕ, тăван халăх культурине, йăлисене сума сăвакан, ачисене тĕрĕс воспитани паракан 1341 çемье (6 пине яхăн çын) хутшăннă. Çакăн евĕрлĕ конкурссем çемьен обществăри пĕлтерĕшне ÿстерет, кăмăл-сипетне пуянлатать.

Тĕп номинацире Шупашкарти Надеждинсем мала тухнă. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернисем хушшинче пирĕн районти Энтрияльте пурăнакан Аркадий тата Нина Гурьевсем те пулчĕç. Канаш хулинчен те пур: вĕсем – Деточкасем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика