03 декабря 2010 г.
Çак кунсенче "Школа-пресс-2011" ятпа шкул хаçачĕсен хулари конкурсĕ старт илчĕ. Ăна, яланхи пекех, "Грани" издательство çурчĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ пайĕпе тата Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантармалли А.Андрианов ячĕллĕ центрпа пĕрле ирттерет.
Кăçалхипе çак конкурса улттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Унта хутшăнас тесен шкулти хаçат редакцийĕсен "Грани" хаçат редакцине (Çĕнĕ Шупашкар хули, Советская урам, 14-мĕш "а" çурт) хăйсем кăларса тăракан хаçатăн кăçалхи виçĕ номерне 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕччен ярса памалла. Малтанхи пекех жюри лайăх хаçата кăна мар, "Шкул хаçачĕн чи лайăх дизайнĕ", "Иллюстрациленĕ чи лайăх материал", "Шкулти учитель çинчен çырнă чи лайăх материал" (Вĕрентекен çулталăкĕн кăтартăвĕсем тăрăх) номинацисенче çĕнтерÿçĕсене палăртать.
Конкурсăн çĕнĕлĕхĕ – "Шкулăн чи лайăх корреспонденчĕ" тата "Шкул хаçачĕсен чи лайăх интернет-версийĕ" номинацисем. Пĕрремĕшĕнче участниксен хăйсем тĕрлĕ жанрпа çырнă, хаçатра пичетленнĕ (4 жанртан кая мар) материалсене тăратмалла.
"Грани" сайчĕ çинче "Школа-пресс-2011" баннер пур, унта конкурс йĕркипе тĕплĕнрех паллашма пулать. Конкурса хĕллехи каникул хыççăн пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерÿçĕсене Чăваш пичечĕн кунĕнче (январьти виççĕмĕш вырсарни кун) чыслаççĕ.
Хамăр инф.