АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçу çу кунĕсем пирки пычĕ

03 декабря 2010 г.

Çĕр ĕçченĕ хĕллехи кунсенче те тухăç çинчен шутлать. Нумаях пулмасть район администрацийĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров йĕркелесе пычĕ.

Тĕп калаçу выльăхсен шутне сыхласа хăварасси çинчен пулчĕ. Çак енĕпе тухса тăнă лару-тăрăва Эдуард Валентинович тишкерсе тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ турĕ. Агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев хуçалăхсем умне тухса тăнă йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ, вĕсене çĕнтермелли майсене палăртрĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин çак çулăн вунă уйăхĕнчи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал Чăваш Енти ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлекенсене патшалăх 700 миллион ытла тенкĕ уйăрса типĕ те шăрăх çанталăка пула тÿснĕ тăкаксен 70 процентне саплаштарма май туса пачĕ. Çивĕч ыйтусенчен пĕри – выльăхсен шутне сыхласа хăвармалла, çав вăхăтра ÿстерсех пымалла.

"Россельхозцентр" патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен филиалĕн ертÿçин çумĕ А.Титова килес çулхи тухăç валли хатĕрленĕ вăрлăхсен пахалăхне сÿтсе яврĕ. "Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри хушма офисĕн управляющийĕ Т.Волков ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсене кредит памалли условисемпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тĕп эксперт специалисчĕ В. Воробьева "Ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсене финанс енчен пулăшассине лайăхлатасси" федераллă саккуна пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни çинчен каласа пачĕ. "Госстрах" компании "Поддержка" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн ĕçлевçи Э.Григорьева ял хуçалăх культурисене страхласси çинчен сăмах илчĕ. Патшалăх техсăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен инспекцин пуçлăхĕ А.Петров ял хуçалăх техники туянасси мĕнле пыни çинчен тухса калаçрĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика