АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекарьсем канашлаççĕ

03 декабря 2010 г.

Районăн тĕп библиотеки ялти вулавăшсен ĕçне йĕркелессине, вулакансене кĕнекепе, хаçат-журналпа тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тата ытти ыйтăва семинарсенче тăтăшах сÿтсе яваççĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ семинар занятийĕнче районăн тĕп библиотекин директорĕ Л.Герасимова ялти тĕслĕх библиотекăсенче делопроизводство хута кайни, çулталăк отчетне туни, библиотекăсен çыравĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Л.Егорова ертсе пыракан методист "Вулав – обществăн ăс-тăн чĕрĕлĕвĕн ресурсĕ" темăпа калаçу ирттерчĕ, информаципе библиографи пайĕн заведующийĕ Т.Григорьева "ИРБИС 64" системăпа паллаштарчĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн ертÿçи Л.Арсентьева та тухса калаçрĕ.

Библиотекарьсенчен чылайăшĕ "Канаш ен" хаçатпа туслă çыхăну тытать, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, ял çыннисен пурнăçĕ, паллă çынсем, туслă çемьесем çинчен çырать. Ку енĕпе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Вăтапуçĕнчи тĕслĕх библиотека заведующийĕ Юрий Никитин уйрăмах хастар. Чăваш Республикин "Канаш районĕн "Канаш" хаçат редакцийĕ" автономиллĕ учреждени çумĕнчи журналистсен пуçламăш организацийĕн секретарĕ П.Ефимов Юрий Семеновича Раççей журналистсен Союзĕн членĕн удостоверенине пачĕ, обществăлла корреспондента малашне те тăрăшуллă ĕçлеме сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Ĕçтешĕсем те Ю.Никитина тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

П.ЗОРЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика