03 декабря 2010 г.
Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн генеральнăй Ассамблеин йышăнăвĕпе декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ çыннăн прависене туллин пăхăнасси тата инвалидсене общество пурнăçне хастар хутшăнма майсем туса парасси. Çак куна, паллах, уяв тесе калама çук, çапах та вăл хăйĕн ячĕпе инвалидсем çинчен те манса каймалла маррине, сусăр çынсен ыйтăвĕсене ыттисемпе танах татса памаллине, прависемпе тăнăçлăхне хÿтĕлемеллине, тимлĕх уйăрмаллине аса илтерет.
Инвалидсен кунĕ пирĕнпе юнашарах чир-чĕрпе асапланакан, пиртен пулăшу тата хÿтлĕх кĕтекен çынсем пурри çинчен калать. Сусăр çынсем сывă çынсемпе танлаштарсан пурнăçа вăйлăрах юратаççĕ, малалла ăнтăлаççĕ, вĕсем чун-чĕрипе те ырăрах, çепĕçрех. Хăйсем куллен йывăрлăх тÿснипе-и çын нушине чĕрипе туйса ăнланаççĕ. Пултарулăх, ăсталăх шайĕ пысăк пулнипе тĕлĕнтереççĕ.
Пирĕн, сыввисен, инвалидсене ырă сăмахпа тата ĕçпе пулăшма тăрăшмалла. Вĕсем хăйсене ыттисенчен уйрăм ан туйччăр. Пурне те ырă малашлăх, ăнăçу, ăнтăлу сунатпăр.
Т.НИКОЛАЕВА, район больницин медсестри.