01 декабря 2010 г.
Иртнĕ юн кун Канашри çар комиссариачĕн ларусен залĕнче çак ыйту тавра çивĕч калаçу пулчĕ. Канашлăва, çар çыннисемсĕр пуçне, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен администраци ертÿçисем, прокуратурăпа право йĕркине сыхлакан органсен яваплă ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Чăваш Енри çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Юрий Барышов пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи призывра кал-кал ĕçлеме çара каясран тарса çÿрекенсем чăрмав кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, Канаш хулинче çакнашкал çамрăксем 355, Канаш районĕнче - 241, Тăвай районĕнче - 29 "таркăн".
Канашлăва чĕннĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем отчет турĕç. Салтака кайма çул çитнĕ каччăсемпе вырăнта ĕçлеççĕ-ха вĕсем, анчах "призыв планне" ăнăçлă пурнăçласси пирки кашниех иккĕленет. Акă, Çеçпĕл ял тăрăхĕнче салтак çулĕнчи 37 çамрăк шутра тăрать, анчах вĕсенчен 18-шĕ повестка илессинчен пăрăнса юласшăн. Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче 16 йĕкĕт призыв комиссине килессинчен пăрăнса çÿрет. Сăлтавĕ вара тĕрлĕрен: пĕрисен повестка килесрен сехрисем хăпнă, теприсем, "çар комиссариачĕ пирĕн çинчен манса кайĕ-ха" тесе, призыв тапхăрĕнче инçетри хуласене "шапаша" тухса кайнă.
Виçĕ-тăватă çул каялла ку ыйту пуçра та пулман: çара каяс ĕмĕтлисем призыв пункчĕ умĕнче кăткă пек кĕшĕлтетнĕ. Тĕрĕссипе, салтак ачисен шучĕ халĕ те сахал мар - хулара тата икĕ районта пĕтĕмпе 1931 призывник. Хальлĕхе 170 каччă Раççей çарĕн ретне тăнă. Çакă кĕрхи призыв вăхăтĕнче çара ăсатмалли йышăн шăпах çурри пулать.
Шел, чылай чухне ашшĕ-амăшĕ çара каясран тарса çÿрекен ывăлĕсене хÿтĕлет, вĕсем ĕçлекен е пурăнакан вырăнти адрессене çар учетĕнчен пытарать. Çакнашкал хăтланакансен йышĕнче учительсем те пурри тĕлĕнтерет. Апла Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç пирки шкул ачисене камăн ăнлантармалла;
Хулапа район прокурорĕ Яков Сергеев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çар учет сĕтелĕн специалисчĕсене çак ыйтупа халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттерме хытарсах каларĕ. "Кĕрхи призыв хальлĕхе тивĕçлĕ шайра мар. Конституци çара кайма çул çитнĕ çамрăксене гражданла тивĕçе пурнăçлама хистет, апла тăк тĕп саккуна пăсма юрамасть пирĕн", - палăртрĕ вăл.
Сăмах май, 328-мĕш статьяна пăснăшăн ("Уклонение от прохождения военной и альтернативной гражданской службы" - вырăсла çапла янăрать вăл) икĕ çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Салтака каяссинчен пăрăнса çÿренĕшĕн мĕн чухлĕ штраф тÿлеттересси - суд ирĕкĕ. Чи пысăк виçе - 200 пин тенкĕ, теççĕ прокуратура ĕçченĕсем.
Пĕр шутласан, халĕ çара каясран пăрăнма сăлтавĕ те пулмалла мар пек. Служба срокне пĕр çулталăк таран чакарнă. Служба вырăнне çывăхра суйласа илме пулать. Тепĕр тесен, гражданла альтернатива институчĕ те ĕçлет вĕт - тархасшăн, алла хĕç-пăшал тытас килмест тĕк - социаллă работник пул. Анчах чылай чухне салтак çулĕнчи çамрăксен йышĕнче çак принцип малта тăрать: эп çара кайманнипе çĕршыв хÿтĕлевçисен шучĕ чакмĕ-ха! Çар комиссариачĕсен вара призыв участокĕсене пынă çамрăксене "аллама" тивет - нумайăшĕ сывлăхĕ япăххипе салтак тивĕçне пурнăçлама юрăхсăр. Лапа ураллисем çеç мар, туберкулезпа чирлисем те пайтах.
Юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче çара каяссинчен пăрăнакансене айăплама Патшалăх Думинче пăхса тухмашкăн саккун проектне тăратнă текен сас-хура та пулчĕ. Тĕслĕхрен, "салтак пăттине тутанманнисем" малашне патшалăх службинче ĕçлеме пултараймĕç имĕш. Анчах çав саккун вăя кĕрсессĕн те ыйтăва тĕпĕ-йĕрĕпе татса параймĕ. Айăплава хытарни çеç çителĕксĕр - общество çара каяссинчен пăрăнакансене тивĕçлĕ вырăна ларттăр. Калăпăр, çулсем çинче йĕркелĕхе пăсни пире самай тарăхтарать, çав вăхăтрах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хирĕçлекенсене темшĕн асăрхамастпăр эпир. Каçхине урамсенче преступленисем туни те пирĕн кăмăла хуçать, çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăннине саккун шайĕнче явап тыттарасси вара асра та çук. Çакнашкал киревсĕр йăлана обществăн тивĕçлĕ хак памалла. Саккун вара, паллă ĕнтĕ, пуриншĕн те пĕр пултăр.
А.ВЛАДИМИРОВ.