АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ юлчĕ ĕмĕре

01 декабря 2010 г.

Чĕлхеçĕ, калаçатăн эс чĕкеçĕн,

Çĕклен тăван сăмахăмăр шайне.

Ун саккунне, ун виçине тĕпчетĕн,

Хушасшăн хыпăнатăн ун вăйне.

Юрий СЕМЕНТЕР.

Василий Алексеевич Андреев... Чăваш чĕлхин пултаруллă тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. Вăл çĕр-çĕр ачана пĕлÿ илме, тăван чĕлхене тĕплĕнрех пĕлме пулăшнă. 80-мĕш çулсен варринчен пуçласа 2002 çулччен Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннисем Василий Алексеевича уйрăмах аван пĕлнĕ, унăн лекцийĕсене итленĕ. Эпĕ ăна халĕ те "çирĕп ыйтакан ăш пиллĕ преподавательччĕ" тесе аса илетĕп.

Василий Андреев Чăваш патшалăх университетĕнче, историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури институтĕнче вĕреннĕ. Виççĕмĕш курс хыççăн Ленинград патшалăх университетне, Хĕвел тухăç факультечĕн тĕрĕк филологийĕн уйрăмне куçма май килнĕ. Икĕ çул хушшинче пилĕк курс программине ăша хывма, пĕр харăс темиçе чĕлхене хăнăхма пĕртте çăмăл пулман. Анчах ĕçчен çамрăк çын йывăрлăхсене парăнтарса малаллах ăнтăлнă. 1982 çулта В.Андреев хĕвел тухăç тĕпчевçин, тĕрĕк филологийĕн ăстаçин дипломне алла илнĕ. Çулталăкран экзаменсем ăнăçлă тытнă та Хĕвел тухăç факультечĕ çумĕнчи аспирантурăра вĕренме пуçланă. 1986 çул вĕçĕнче чĕлхе тĕпчевçи тăван республикăна таврăннă – университетăн историпе филологи факультетĕнче ĕçлеме пуçланă. Студентсене тĕрĕк чĕлхисен танлаштаруллă грамматикине тата иккĕмĕш тĕрĕк чĕлхи – турккăлла – вĕрентесси унăн тĕп ĕçĕ пулса тăнă...

Кăçал паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 50 çул çитрĕ. Шел, çак çула пурăнса çитеймерĕ вăл – 2002 çулхи çу уйăхĕнче ку тĕнчерен кайрĕ... Ку хыпара эпĕ Чăваш патшалăх культурăпа ÿнерсен институчĕн доценчĕ Эдуард Фомин "Хыпар" хаçатра пичетлесе кăларнă аса илÿре вуласа пĕлнĕччĕ те... Пĕр ÿстермесĕр каласан, тăвана çухатнă пекех туйăннăччĕ. Унăн аппăшĕ, Нина Алексеевна Агусева вĕрентекен, пирĕн яла качча килнĕ. Çавăнпа та Василий Алексеевич çамрăк чухне тăтăшах пирĕн ялта пулнă. Кăна эпĕ аслисем каласа панă тăрăх кăна пĕлетĕп, çапах та...

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне пирĕн курсра тăватă ушкăнччĕ, кашнинех куратор пурччĕ, пирĕн вара – çук. Виççĕмĕш курса çитсен тин ертÿçĕллĕ пултăмăр. Василий Алексеевич Андреев пирĕншĕн ачисене пĕр йăвана пуçтаракан ашшĕ вырăннех пулчĕ.

Аслăрах курссенчисем ăна "Турккă Ваççи" тетчĕç, çавăнпа эпир те, студентсем, пĕр-пĕрин хушшинче ăна çапла ятпа калаттăмăр. Çитменнине тата эпир пуçламăш курссенче вĕреннĕ вăхăтра вăл Турцире ĕçлесе пурăнатчĕ. Çавăнпа та пире тĕрĕк чĕлхе пĕлĕвĕн кÿртĕмне малтан Елизавета Федоровна Васильева доцентпа пĕрле Метин Йăлмаз турăк, иккĕмĕш курсра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан сотрудникĕ Геннадий Анатольевич Дегтярев вĕрентрĕç. Хам эп лайăх вĕренекенсен шутĕнчех пулман, çапах та тĕрĕк чĕлхин урокĕсене питĕ юрататтăм. Диалогсене пăхмасăр вĕреннин усси пысăк пулнине ăнлантăм. Вĕсем пĕрре сăмахсене астуса юлма, тепре калаçу чĕлхине аталантарма пулăшнă. Г.Дегтярев вĕрентни те питĕ килĕшетчĕ.

Турцире пĕр çул пулнă хыççăн университета таврăннă вĕрентекен çине тĕлĕнсе те ăмсанса пăхаттăмăр. Вăл туркăлла çăмăллăн, пĕр такăнмасăр калаçни, ăнлантарни, араб сас паллийĕсемпе çырма пултарни, паллах, питĕ интереслĕччĕ. Василий Алексеевич калаçнине, сасси çемçеччĕ, сăмахсене васкамасăр, татса, пусăмсем туса уçăмлăн калатчĕ те, пĕр сывламасăр итлеме пулатчĕ. Турккă чĕлхине вĕренме, сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланма, астуса юлма çăмăл.

Йĕпкĕн хура çÿçлĕ тата мăйăхлă çирĕп хул-çурăмлă преподаватель çирĕппĕн пусса утатчĕ. Ушкăн кураторĕ чухне: "Çамрăксем, Чăваш патшалăх художество музейĕнче çавăн пек курав уçăлнă. Кайса курсан аванччĕ. Тавра курăма пуянлатмалли тĕслĕхсем те нумай пулĕç", – лăпкăн каларĕ пĕррехинче Василий Алексеевич. Пурте мар пулин те, кайса куртăмăр. Вăл хăйĕн хĕрачине Катьăна, ун чухне вăл вăтам классенчи шкул ачиччĕ, илсе пынăччĕ...

Тата мĕн асра-ха; Асра юлнисем нумай. Уйрăмах Василий Алексеевичăн çăвар тулли янраттарса кулни. Вăл кулни темле хавхалану кĕртсе яратчĕ. Занятисенчи кĕске тăхтавсенче коридор тăрăх васкамасăр утатчĕ, студентсемпе ăш пиллĕн калаçатчĕ...

Василий Андреев пирĕн районти Ешкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шуркасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Çак кунсенче университетра унпа пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ çывăх юлташĕсем, ăсчахсем Шуркасси шкулĕнче пулчĕç. Шкул ачисене вĕсен чаплă ентешĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Паллă профессорсемпе доцентсем, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕсем Атнер Хузангай, Виталий Родионов, Валентин Абрамов, Леонид Петров, Геннадий Дегтярев, Геронтий Никифоров, Эдуард Лебедев, Владимир Павловпа Андрей Филиппов, Александр Кузнецов çамрăк доцентсем Василий Алексеевича хăйсем мĕнле пĕлнине каласа парса унăн сăнарне чĕрĕлĕх кĕртрĕç. Умра – чĕрĕ сăнĕ, хăлхара сасси тăчĕ. Хăнасемпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев паллаштарчĕ. Василий Алексеевичăн мăшăрĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ Надежда Александровна, хĕрĕ Екатерина Васильевна (ЧПУра ĕçлет) тухса калаçрĕç. Халĕ ĕнтĕ мăнукĕ Анюк та пур. Шел те, кукашшĕ унăн чĕвĕлти сассине илтсе киленеймест.

Ешкилтри Андреевсен хĕрĕсем, Нина, Маргарита, Людмила, Надежда Алексеевнăсем, те хутшăнчĕç асăну каçне. Вĕсем хăйсен пиччĕшне тата шăллĕне Ваççа е Ваççили тесе те мар, питĕ кĕскен Ваçук тесе чĕнеççĕ. Ăна яланах юратнине палăртаççĕ. Ваçукăн чи çывăх юлташĕ Володя Шуркасси шкулĕнче ĕçлет. Владимир Федорович Миронов физкультура учителĕ. "Ваçукпа пĕрле выляса ÿснĕ, шкулта пĕрле вĕреннĕ эпир. Футболла выляма питĕ юрататтăмăр. Ваçукпа иксĕмĕр тĕрлĕ командăра пулсан вара çапăçса каяттăмăр, юлташсем пулнине те пăхса тăман. 10-мĕш класра экзаменсене хатĕрленетпĕр. Каçхине Улаксара хĕрсем патне каймалла. Ваçука пĕрле чĕнетĕп, пымастăп тет. Масар патне çитетĕп кăна, унăн чунĕ чăтман, мана чупса хуса çитетчĕ. Яла килсен тÿрех ман пата кĕретчĕ, çула май пулнăран мар, чи çывăх туссем пулнăран. Амăшĕ вара ăна: "Ваçук санăн малтан аннÿ патне кĕмелле ĕнтĕ, Вова патне мар пуль", – тетчĕ. Çамрăклăха аса илсе кулаттăмăр вара. Ваçук ахăратчĕ, ахăратчĕ, питĕ хавасланса кулатчĕ. Яла питĕ юрататчĕ. Вулама юрататтăмăрччĕ, çĕршер кĕнеке вулаттăмăр. Учительсене питĕ хисепленĕ. Ашшĕ тракторпа ĕçленĕрен ăна пулăшма та çÿреттĕмĕр", – терĕ Владимир Федорович. Василий Алексеевича пахалакан сăмахсене Г.Дегтяревпа Л.Петров чĕлхеçĕсем пухса хатĕрленĕ "Василий Андреев чĕлхеçĕ" статьясен пуххине вуласа пĕлме пулать. Шупашкартан килнĕ ăсчахсем шкула кĕнекесем парнелерĕç.

Хăнасене çакăн пек ăшă тĕл пулу йĕркеленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Степанов, Шуркасси шкулĕн директорĕ Федор Филиппов, Василий Алексеевичăн мăшăрĕ Надежда Александровна, аппăшĕ-йăмăкĕсем чĕререн тав турĕç.

Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалăх университечĕн профессорĕ Василий Пушкин калашле, лайăх чăвашчĕ Василий Алексеевич, ăслăччĕ, вăйлăччĕ, хастарччĕ, чиперччĕ, ырă юлташчĕ... Унăн ячĕ пирĕн – вĕренекенĕсен – аса ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика