01 декабря 2010 г.
Канаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, республикăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнакан ентешсем кашни çулах "Канашсем" ентешлĕх уявне Шупашкарта пуçтарăнаççĕ. Кăçал вара çакăн пек уяв Канашра иртет. Аса илтеретпĕр, ентешлĕх уявĕ раштавăн 4-мĕшĕнче, шăмат кун, 13 сехетре хулари культура керменĕнче пуçланать. Уяв программи пуян, ăна Вĕрентекен çулталăкне халалланă. Çавăнпа та вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă педагогсене чысласси тĕп вырăнта пулĕ.
Паллă ентеш, "Канашсен" ертÿçи А.Кибеч пĕччен мар, тăван тăрăхăн ят-сума тивĕçнĕ ывăл-хĕрĕпе килекенччĕ. Хальхинче те çаплах пуласса шансах тăратпăр. Тĕрлĕ сферăра чапа тухнă канашсем нумаййăн вĕт. Университет-институтсенче студентсемпе ĕçлекенсем мĕн чухлĕн тата. Эстрада юрăçисен, хамăр районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен концерчĕ уява килекенсене пысăк хавхалану, манăçми асаилÿсем кÿрĕ. Канмалли куна усăллă ирттерес тесен уява килĕр канашсем, ентешлĕх кунĕ пирĕн патра кашни çулах пулмасть вĕт.
Хамăр инф.