АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывĕ питех те тутлă

01 декабря 2010 г.

"Пĕччен сурсан типсе ларать, халăх сурсан кÿлĕ пулать", – теççĕ халăхра. Питех те тĕрĕс сăмахсем. Аслăялта пурăнакансем Геннадий Григорьевпа Алина Николаева ертсе пынипе иртнĕ çулах кÿлĕ чавтарчĕç. Укçи-тенкине халăхран пуçтарчĕç. Çыранĕ ан ишĕлтĕр тесе çатан карта тытса çавăрчĕç, кăчăк йывăççисем лартса хăварчĕç.

Ял халăхĕ кăçал унта çу каçипех шыва кĕрсе савăнчĕ. Выльăхсем те типпе юлмарĕç, шыв ĕçме çав кÿлле çÿрерĕç. Çу шăрăх пулнăран ялта çăлсем типсе ларчĕç. Анчах та аслăялсем кулянса ÿкмерĕç, çăл куç вырăнĕ тупса пусă чаврĕç. Малтан Владимир Кузьмин икĕ метр чавса резин кустăрмасем ячĕ. Ăсма пулать, анчах та кăшăл яни аванрах пулĕ терĕмĕр те тата тарăнлатса чаплă пусă ăсталарăмăр.

Пусăран шыва çавăрса кăларатпăр, çавăнтах витре лартма сакки те пур. Халĕ тавралла карта тытма пуçларăмăр. Çăл чавма пулăшнă çынсене тав сăмахĕ калас килет. Ÿркенмесен, пĕтĕм вăя хурса тăрăшсан темĕн тума та пулать. Шывĕ çав тери тăрă, ĕçме тутлă.

Р.ГРИГОРЬЕВА, клуб администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика