01 декабря 2010 г.
Çак кунсенче Раççей паттăрĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлчри вăтам шкулти музейра "Манăн тăван ялăм" ятпа фотоконкурс ирттертĕмĕр. Ăна йĕркелеме чылай хатĕрлентĕмĕр, паллах, тăкакланма та тиврĕ. Конкурса пĕтĕмпе 71 ĕç тăратрĕç. Тĕрлĕрен пулчĕç вĕсем: тăван ялти çут çанталăк, ялти паллă вырăнсем, тăван шкул ĕçĕ-хĕлĕ, ача-пăча сачĕн кун-çулĕ, ял тăрăхĕ, ялти паллă çынсем... Конкурс курава аслă классенче вĕренекенсем ытларах ĕçсем тăратрĕç, палăрнисен хушшинче вĕрентекенсем те пулчĕç.
Историпе общество пĕлĕвĕн предметне ертсе пыракан Валентина Георгиевна Сергеева конкурса харăсах 13 ĕç тăратрĕ. Вĕрентекен çут çанталăк илемне туйма пĕлни никама та иккелентермерĕ. Паллăрах ĕçĕсем: "Хĕвел аннă тапхăр", "Пĕве варринче ишекен ондатра", "Ман юратнă мăшăр пулăра", "Эпĕ килĕштерекен чечексем" тата ытти те.
Вун пĕрмĕш класра вĕренекен Алеша Петровăн ĕçĕсем те куракансене илемĕпе тыткăнларĕç. Пĕтĕмпе – 16 ĕç, пĕринчен тепри аван. Пĕр хурăнах икĕ сăн ÿкерчĕкре сăнласа пани хăйне евĕр ăсталăх. Пĕринче вăл сарă капăр тумĕпе куçа илĕртет, тепринче çаралăхĕпе чунра тунсăх туйăмĕ вăратать. Алеша икĕ кун кĕтÿре пулнă иккен, çĕр каçа хурăн çакăн пек ылмашнă. Унăн ытти ĕçĕсем: "Чечеке ларнă кактус", "Тасалнă пĕве", "Манăн юратнă ялăм" тата ытти те. Алеша конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Фотоконкурс çĕнтерÿçи ята 9-мĕш класра вĕренекен Алина Владимирова çĕнсе илчĕ. Унăн тĕрлĕ тематикăллă тата жанрлă 16 ĕçĕ пурне те килĕшрĕç. Унăн картинисем куçа тыткăнлаççĕ, вĕсем çине пăхнăçем пăхас килет. Пирĕн тавралăх сăнама пĕлсен питех те илемлĕ.
Алина пĕлтĕр Белгород хулинче ирттернĕ фотоконкурса хутшăннăччĕ, унта вăл çурма финала тухма пултарчĕ. Эпир унпа мухтанатпăр, малашне те çапла маттур пул, Алина!
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.Петрова тата музыка учителĕ В.Михайлов тăван ял çинчен çырнă сăввисем конкурсри ĕçсене тата та илем кÿчĕç.
К.ИВАНОВА, музей ертÿçи.