АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван факультет уява чĕнет

01 декабря 2010 г.

Шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен, масăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсенчен нумайăшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче, каярах чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Студент пурнăçĕнчи пилĕк çул çыннăн асĕнче уйрăмах тарăн йĕр хăварать пулĕ. Пилĕк çул пĕрле вĕреннĕ, пурăннă, пĕр татăк çăкăра, савăнăçпа кулянăва пĕрле пайланă тантăшсем вунă, çирĕм, вăтăр е ытларах çул иртсен те манăçмаççĕ. Преподавательсем вара... Вĕсем нумай çул иртсен те пире вĕрентнĕ чух мĕнле пулнă, халĕ те çавăн пекех пулнăн туйăнаççĕ.

ЧПУ доценчĕ Валентин Абрамов Шуркасси шкулне килсен мана йыхрав хучĕ парса хăварчĕ. Унта çырнă хыпара район çыннисем патне çитерме ыйтрĕ. Хаваспах пурнăçлатăп. Акă мĕн çырнă унта: "И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканачĕ Чăваш чĕлхипе литературине Аслă шкулсенче вĕрентме пуçланăранпа 85 çул тата чăваш филологийĕпе культура факультетне йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине халалланă уява хутшăнма йыхравлать. Уяв раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче университетăн Культура керменĕнче 13.00 сехетре пуçланать". Çамрăклăхри туссемпе курнăçмалли, иртнисене аса илсе хавасланмалли чи меллĕ сăлтав. Апла пулсан çак Аслă шкулăн чăваш уйрăмĕнчен, факультетĕнчен вĕренсе тухнисем, хапăл тăвăр йыхрава, кайса курăр уява.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика