01 декабря 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе эрнесерен йĕркелекен планерка ирттернĕ.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн министрĕ Александр Гончаров республикăн 2011-2015 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен пулăшмалли комплекслă программине çĕршывăн Регионсен аталанăвĕн министерствинче хÿтĕленин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх – программăра эконом-класс йышши, урăхла каласан туянма май пур, энерги тăкаклас енĕпе тухăçлă тата экологи ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурт-йĕр тăвассине ÿстерме пăхнă. "Пирĕн программăна пысăка хурса хакларĕç, çакăн пек программа пулсан кăна федерацин тĕллевлĕ "Пурăнмалли çурт-йĕр" программипе килĕ-шÿллĕн пулăшу кÿрĕç", – тенĕ Александр Николаевич. Президент çак программăпа ĕçлессине пултарулăхăн çÿллĕ шайĕнче тата пысăк кăтартусене тĕллев вырăнне хурса йĕркелеме хушнă: "Çак ĕç – республикăра пурăнакансем валли. Эпир вара массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕрле çак программа мĕнлерех пурнăçланнине сăнаса пырăпăр".
Тепĕр вице-премьер – экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Правительствин 2010 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн патшалăх программисене хатĕрлемелли, пурнăçламалли тата вĕсен уссине хакламалли йĕркене çирĕплетесси çинчен" кăларнă 588-мĕш йышăнăвне пурнăçласа хатĕрленĕ РФ патшалăх программисен переченĕ çинчен каласа панă.
Унта социаллă пурнăçпа экономика политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ мĕн пур çул-йĕрне палăртакан 41 программа кĕнĕ: экономикăна инноваци çулĕпе аталантарасси тата çĕнетесси (17 программа), пурнăçăн çĕнĕ пахалăхĕ (13 программа), наци хăрушсăрлăхне тивĕçтересси (2 программа), регионсен аталанăвĕ (9 программа). "Хальхи вăхăтра Раççейĕн Экономика аталанăвĕн министерстви Патшалăх программисене хатĕрлемелли тата пурнăçламалли методика сĕнĕвĕсен проектне хатĕрленĕ. Халĕ çак документа ведомствăсенче тишкереççĕ, кĕçех регионсене ярса парĕç. Пирĕн тĕллев – федерацин ĕç тăвакан органĕсемпе пĕрле çак ĕçе хутшăнасси", – тенĕ Иван Борисович.
Правительство председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕн çынни Калмыкире тихасем туянса Чăваш Ене килме çула тухнă май çул çинче выльăх Çĕпĕр язвипе чирли пирки иккĕленÿ çурални çинчен пĕлтернĕ. Анчах лаборатори анализĕсем ирттернĕ хыççăн диагноз çирĕпленмен. Апла пулин те ветеринари надзорĕ чир сарăлма пултарасран сыхланма ти-вĕçлĕ мерăсем йышăннă, лашасем карантинра. С.Павлов сыснасен Африка мурĕ сарăлас хăрушлăх пуррине асра тытса санитари тĕрĕслевне çирĕп пăхăнмалли çинчен асăрхаттарнă. Республикăн Ял хуçалăх министерствин сайтне тивĕçлĕ мĕн пур мера пирки информаци вырнаçтарнă. Президент Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн тата Ял хуçалăх министерствисене оперативлă мерăсем йышăннăшăн тав тунă, ветеринари службисен ĕçĕпе çыхăннă мерăсене çирĕплетме хушнă.
Чăваш Ен пуçлăхĕ республикăри муниципалитетсем çулсене юртан тасатма хатĕрри çинчен пĕлтернисене итленĕ, çулсене хĕллехи условисенчи çул çÿрев валли тĕплĕ хатĕрленин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă.
К.ДАНИЛОВ.