26 ноября 2010 г.
Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче çул-йĕр правилисене çĕнĕлле редакциленĕ. Вĕсенче çĕнĕлĕх нумай, çавăнпа та водительсен çула тухсан тата та асăрхануллăрах çÿреме тивĕ. Тĕп улшăнусемпе паллаштаратпăр.
Правилăсене çĕнĕ ăнлавсем кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, "кăнтăрла çутса çÿремелли çутăсем" (дневные ходовые огни). Ку çĕнĕлĕхе европăра туса кăларакан автомашинăсем çине вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Машинăна тапрататăн та, çÿлерех асăннă çутă çуталчĕ. Фарăсене вĕсем ятарлă çутă диочĕсемпе "пуянлатнă" иккен. Енчен те водительсем хула айккинчи çулсем çинче çывăхри çутăсене çутса çÿренĕ пулсан, халĕ çĕнĕ правилăпа "кăнтăрла çутса çÿремелли çутăсене" (диодсене) çутни те çителĕклĕ. Ятарлă диодсем çуккисен вара çывăхри çутăсенех çутма тивĕ, çĕнĕ правилă вара вĕсене хула айккинче анчах мар, хулара та çутса çÿреме ыйтать. Урăхла каласан, яланах тата пур çĕрте те.
Тепĕр ăнлав – "чăрмав" (препятствие). Ку туранччен çак ăнлава илтнĕ-ха, анчах та никам та ăна татăклăн ăнлантарса паман. "Чăрмав" пулнине çул-йĕр полоси çинчи куçман объект: ванса ларнă транспорт е урăх хатĕр палăртать иккен. Анчах та пассажирсене кăларма е лартма чарăннă автобус ниепле те "чăрмав" пулма пултараймасть, çавăнпа та ăна татăксăр шурă лини урлă каçса иртсе кайсан правасăр хăвараççĕ. Умра ванса ларнă транспорт ларсан, ăна икĕ тÿрĕ шурă йĕр урлă каçса иртсе кайсан сирĕн 1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ чухлĕ штраф çеç тÿлемелле пулĕ. Анчах та ĕç-пуç мĕнпе вĕçленесси судьян йышăнăвĕнчен нумай килĕ.
Умра пыракан автотранспорта хăваласа иртнине (обгон) халĕ хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине тухса пурнăçланă маневра калаççĕ. Ытти тĕслĕхре транспорт çумĕнчен пысăк хăвăртлăхпа малалла кайни çеç пулать. Çавăнпа та хăваласа иртме чаракан паллă витĕмĕнче эсир умра пыракан автотранспортран хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухмасăр иртсе кайрăр пулсан – правилăна мăсман тесе шутлăр.
Тепĕр çĕнĕлĕх пур. Халĕ умра пыракан автотранспорта хăваласа иртме чаракан паллă витĕмĕнчех çул çинче пĕчĕк хăвăртлăхпа пыракан лаша ураписене, мопедсене тата кÿмесĕр мотоциклсене хăваласа иртме юрать. Анчах та савăнмаллиех çук. Мĕншĕн тесен пĕчĕк хăвăртлăхпа пыракан транспорт шутне çул çинче тимĕр шапа пек йăраланса пыраканни мар, конструкципе сехетре 30 километртан мала кайма пултарайманни çеç кĕрет. Çакна ятарлă паллăпа – кĕтесĕсене каснă тĕттĕм сарă виç кĕтеслĕхпе – палăртмалла. Енчен те ятарлă паллă çыпăçтарман транспорт сехетре 10 километр хăвăртлăхпа пырсан та маневр тума чаракан знак витĕмĕнче ăна хăваласа иртме юрамасть. Правилăра çавăн пекех разметка линийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ, енчен те знак витĕмĕнче "осевая" ÿкернĕ пулсан, пĕчĕк хăвăртлăхпа пыракан транспортран иртсе кайсан та правасăр юлма пулать.
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнчен çак çĕнĕлĕхсем вăя кĕчĕç. Анчах та водительсенчен чылайăшĕ вĕсем çинчен илтмен те паллах. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкес мар тесен çул-йĕр правилисен çĕнĕ редакцийĕпе паллашмаллах пулать.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.