АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕсленнĕ çул-йĕрпе

26 ноября 2010 г.

Ашшĕ-амăшĕн, пиччĕшĕн е аппăшĕн, тепĕр чухне аслашшĕ-асламăшĕн ырă тĕслĕхне, витĕмне пула çитĕнекен çамрăкăн чун-чĕрине пахалакан енсем пĕчĕклех никĕсленеççĕ. Асхвара кун çути курнă Василий Петров Перасковăйпа пĕрлешсе 5 ача çитĕнтернĕ.

Ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне кура Василий Петровичпа Перасковья Федоровнăна ял-йыш чунтан хисепленĕ. Ачисене тивĕçлĕ пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парса çĕршывшăн юрăхлă çынсем тăвассишĕн вăй-халне шеллемен вĕсем. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă, пахчана е уй-хире пĕрле илсе тухнă. Вăл çулсенче "Мотор" колхоз сурăх нумай усранă. Çавăнпа ачасем каникулсенче те, шкулпа сыв пуллашсан та фермăра пĕр вăхăт тăрăшнă.

– Валя аппан, вăл ун чухне 12-13 çулсенче пулнă-ши, путеке ытамра тытса тăнă сăн ÿкерчĕкĕ сыхланса юлнă, – терĕ халĕ "Мотор" ЯХПКна ертсе пыракан Дарья Васильевна. – Выльăх-чĕрлĕхе юратнăранах вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕренчĕ. Ярославль облаçĕнчи пĕр хуçалăхра чĕрĕк ĕмĕр ытла тĕп зоотехникра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ăна кура эпĕ те вăл ăс пухнă институтра агроном специальноçне алла илтĕм. Халĕ уçă сывлăшсăр, уй-хирсĕр, улăх-çарансăр, вăрмансăр пĕр кун та пурăнаймастăп. Сукмака кунĕпе такăрлатсан та ывăнмастăп. Пушшех урăхла – киленсе-хавхаланса каятăп, вăй-хал пухатăп.

Дарья Петрова ачалăхне аса илчĕ. Çемьере вăл кĕçĕнни пулнă. Аппăшĕсем Зинăпа Валя, пиччĕшĕсем Мишăпа Сергей уншăн килте ашшĕпе амăшĕ çук чухне педагог, воспитатель вырăнĕнчех туйăннă. Ашшĕ çирĕп ыйтнă, амăшĕ хушнă ĕçе тĕплĕ пурнăçлама вĕрентнĕ. Рет хушшине çум курăксенчен тасатнă чухне сăнаса-тĕрĕслесех тăнă. Черчен алăпа пиçене тăпăлтарма йывăр паллах. Çитменнине, еплерех чикет. "Мĕншĕн тăррине çеç тататăн; Тымарне кам валли хăваратăн;" – асăрхаттарнă тепренчĕкĕсене Перасковья Федоровна.

– Халĕ аттепе аннене ырăпа çеç аса илетĕп. Вĕсем ăс пани мана ĕçре куллен пулăшать, – шухăша путать Дарья Васильевна. Пур ĕçе те вăл питĕ тимлĕ, темиçе хут виçсе-шухăшласа çеç тăвать. Унсăрăн кооператив тытăнса тăрайман пулĕччĕ. Тĕллевĕ – йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр çирĕппĕн малалла талпăнасси, хуçалăха аталанма май паракан çул-йĕре тĕрĕс палăртасси.

Анчах та кÿренмелли сăлтав тупăнсах тăрать. Тĕрĕсмарлăхпа камăн-ха килĕшес килтĕр; Пĕлтĕр кĕрхисем шăнса пĕтрĕç. Çуркунне акни те шăрăхпа çĕкленеймерĕ. Паха вăрлăхшăн, пĕрчĕллĕ удобренишĕн, çунтармалли-сĕрмелли материалшăн, рабочисене тÿлени те... – мĕн чухлĕ тăкак! Пĕр лаптăкрах – икĕ хутчен ĕçленĕ. Патшалăх вара страхаланăшăн пĕр хут тÿлет, ăна та пулин темиçе процент çеç.

"Элита е пĕрремĕш продуктивлă вăрлăх туянатпăр, – малалла калать Дарья Петровна. – Шанчăксăр алăран пулсан тÿрех калатăп – улталаççĕ, пахалăхĕпе патшалăх стандартне тивĕçтермест. Пурте укçашăн çунаççĕ мар-и; Кăçал акă республикăри Апат-çимĕç фончĕ урлă 35 гектар акмалăх кĕрхи тулă туянтăмăр. Вăрлăх тăк вăрлăх. Элита тесех калатăп. Таса, пин пĕрчĕн йывăрăшĕ те виçеллĕ. Вăрлăх хатĕрленĕ чухне технологие тĕрĕс пăхăнмалла. Ăна ана хĕрринчи чирлĕ те таса мар лаптăкпа хутăштармалла мар. Уйрăм вырăнтан – пусă варринче лайăх çитĕннĕ лаптăкран – пухса илмелле. Туянакана хисеплемеллех".

"Моторăн" темиçе пуç ĕне юлнăччĕ. Сахал йыш тăкак çеç кÿрет, хуçалăха каялла туртать. Çавăнпа сутса ячĕç. Анчах кооператив пĕр выльăхсăр тăрса юлмарĕ. Дарья Васильевна ял-йышра тĕрĕсленнĕ çул-йĕре суйласа илчĕ – сысна çăвăрлаттарса сутнине мĕн çиттĕр! Халăх çапла майпа пурнăçа сыпăнтарнă, çурт-йĕр çĕкленĕ, ачи-пăчине ура çине тăратнă.

ЯХПК 50 сысна çури туяннă. Çуркуннеччен çитĕнсе хăйсем çурасемпе савăнтарĕç. Вĕсем валли апат çителĕклĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика