АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă тивĕçе пурнăçламаллах

26 ноября 2010 г.

Пирĕн çĕршыв питех те аслă, калама çук пуян тата çав тери илемлĕ. Анчах та ун-кун сапаласан мул купи те çухалать, упрама пĕлмесессĕн илем те нĕрсĕрленет. Çавăнпа та Тăван çĕршыва шанчăклă хÿтĕлевçĕсем кирлĕ.

Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнчен кăçал 15 çамрăк салтака кайнă: Анаткас Кипечрен – В.Павлов, А.Харитонов, Н.Димитриев, Д. Афанасьев; Вăтакас Кипечрен – М.Филимонов (кĕçех унăн пиччĕшĕ Александр та çар ретне тăрĕ); Кайри Ăнтавăшран – В.Салтыков, Р.Викторов, П.Антонов; Малти Ăнтавăшран – Д.Иванов; Чулкăмака ялĕнчен – Ю.Илларионовпа К.Максимов; Вăрманялтан – А.Михайлов, С.Григорьев тата ыттисем те. Хĕсмете тăнисен йышĕнче Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.Максимовăн тата унпа пĕрле тăрăшакан ĕçченсен ывăлĕсем те пур.

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни çамрăкăн сăваплă тивĕçĕ. Анчах та ял хушшинче тĕрлĕрен сас-хура илтме пулать: "Пысăк çĕрте ĕçлекенсем ачисене салтака каяссинчен укçа парса çăлса хăвараççĕ". Ку сăмах пурне те тÿрремĕнех пырса тивмест паллах. Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ывăлĕ Константин нимĕн иккĕленсе тăмасăрах салтак тумне тăхăннă. Мускаври Тимирязев ячĕллĕ аграри институтĕнче пĕрремĕш курсра вĕреннĕ май пĕлтĕр раштав уйăхĕнче тĕп хуламăрăн çар комиссариатĕнченех хĕсмете лекнĕ. Халĕ Костя Иваново облаçĕнче ракетăсен чаçĕнче службăра тăрать. Ырă кăмăллă, юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр йĕкĕт командирсен тата салтаксен хушшинче хисепе тивĕçнĕ. Çар ĕçне вĕреннĕ вăхăтра кăтартнă пысăк çитĕнÿсемшĕн вăл сержант звание илме тивĕç пулнă. Унăн пиччĕшĕ Максим çÿлерех палăртнă институтрах çар кафедринче пĕлÿ пухать, вĕренсе тухсан лейтенант звание илĕ.

Тăван çĕршыв умĕнчи пархатарлă тивĕçе пурнăçлакансемпе эпир мухтанатпăр. Хăшĕ-пĕрисене вара палăртса хăварас килет. Василий Салтыков 1991 çулта çуралнă, çар ретне пĕлтĕр раштав уйăхĕнче тăчĕ. Водитель правине илнĕскер, Мускавра васкавлă пулăшу машинипе çÿрет. Çав вăхăтрах вăл тĕрлĕрен спорт ăмăртăвне те хутшăнма ĕлкĕрет. Хăйсен футбол командин чысне вратарь пулса хÿтĕлет. Василийсĕр пĕр концерт та иртмест. Вăл купăс ăста калать. Чăваш такмакĕсене юрлама пуçласан 3-мĕш авторотăн кăмăлĕ çĕкленет. Çакăн пек ырă сăмахсене илтсен амăше епле хĕпĕртемĕ. Альбина Александровна ăна пĕччен ура çине тăратнă.

Владимир Павлов Анаткас Кипеч ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл Канашри 16-мĕш " профтехучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн тÿрех салтак тумне тăхăнчĕ. Халĕ Саратов хулинчи артиллери чаçĕнче службăра тăрать. Павловсем ывăлĕ присяга тытнине кайса курса килчĕç. Туслă çемье Володя ăста артиллерист пулса таврăнасса шанать. Çемье пуçĕ Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнă.

Салтак атти тăхăнма хатĕрленекенсене çарти лару-тăру кăсăклантарать. Юлашки вăхăтра унта чылай çĕнĕлĕхпе улшăну пулса иртрĕç, çавăнпа та пăшăрханма кирлĕ мар. Пулас арçынсен çак пурнăç шкулĕ витĕр тухмаллах.

Н.ПАВЛОВА, С.ДИМИТРИЕВА, Чулкăмака тата Кайри Ăнтавăш библиотекисен заведующийĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика