АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Талантсен çĕршывĕнче"

26 ноября 2010 г.

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕ чăваш литератури, ÿнерпе театр искусствисем валли тĕлĕнмелле пултаруллă ывăл-хĕре кун çути кăтартнă. Кам кăна çуралса ÿсмен-ши кунта – М.Спиридонов, Н.Сверчков, П.Меркурьев художниксем, Хумма Çеменĕ çыравçă, СССР Халăх артистки В.Кузьмина, тĕрлĕ наукăн вун-вун профессорĕ, доценчĕ. Кусем хăшĕ-пĕрисем кăна-ха. Çамрăк ăрурисем тата мĕн чухлĕн пулĕ.

Моисей Спиридонов çинче кăшт чарăнам-ха. Вăл пирĕн район çынни мар пулин те, вулакана унпа паллаштарни йăнăш пулас çук. М.Спиридонов чăвашсен профессиллĕ художникĕсенчен чи пирвайхисенчен пĕри. Вĕсем, Н.Сверчковпа иккĕшĕ, Хусанти художество шкулĕнчен вĕренсе тухсан Петербургри Художество академийĕ çумĕнчи Аслă художество училищинче ĕçленĕ. Ун чухне, 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăш çулĕсенче, чăвашсем Раççейĕн тĕп хулине çитсе ĕçлеме пултарни хăех тĕлĕнтермĕш. 1918 çулта тăван тăрăха таврăнсан М.Спиридонов тÿрех ĕçе пуçăннă: пейзажсем, портретсем ÿкернĕ. Чăваш пурнăçне сăнлакан картинăсем пуян содержаниллĕ пулса тухнă: "Сăра вĕретни", "Тырă выракансем", "Пир тĕртекен хĕрарăм", "Тăла тÿни".

Моисей Спиридонович Канаш хулине 1925 çулта ÿкерсе кăтарнă. Çак картина хулари краеведени музейĕн фондĕнче упранать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчи Канаша паянхи хулапа танлаштарма хĕн паллах. Юлашки çулсенче вăл пушшех те çĕнелсе капăрланчĕ. М.Спиридонов "Сунтал" журнал хуплашки, "Чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли букварь", "Канаш" ("Хыпар") хаçат валли ÿкерчĕксем, иллюстрацисем ÿкернĕ, плакатсем çырнă.

Кăçал паллă художник çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Çакна тĕпе хурса Чăваш Республикин художниксен Канашĕн членĕсем – В.Яковлев, В.Степанов, А.Иванов, И.Егорова – В.Кузьмин председатель ертсе пынипе пĕр эрне хушши Енĕш Нăрваш ялĕнче П.Меркурьев художник килĕнче пурăннă, пленэр жанрпа ĕçленĕ. Пленэр тени ÿнер искусствинче çут çанталăкра ÿкернине, тавралăха унăн чăн-чăн тĕсĕсемпе сăнласа кăтартнине пĕлтерет. Çак тапхăрта тунă картинăсен выставки Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче уçăлчĕ. Çÿлерех асăннă авторсем хăйсем те хутшăнчĕç мероприятие, картинăсен историйĕпе паллаштарчĕç. Сăмах май, А.Ивановпа В.Кузьмин художниксем хăйсем те енĕшнăрвашсем. Василий Ананьевич художниксен пĕрлешĕвне ертсе пынисĕр пуçне тата Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче студентсене вĕрентет.

– Август уйăхĕнче пĕр эрне ĕçлерĕмĕр Енĕш Нăрваш ялĕнче. Çанталăк питĕ лайăх тăчĕ ун чухне. Ир кÿлĕм, кăнтăрлаччен, пĕр этюд, кăнтăрла хыççăн тепĕр этюд тăваттăм. Хамăр мĕнле пултарнă, çавăн пек ĕçленĕ. Пирĕн ятарлă план пулман. Моисей Спиридонов утса çÿренĕ вырăнсенче пултăмăр. П.Меркурьев художникăн мăшăрĕ Ольга Ильинична пире питĕ тарават йышăнчĕ.

Эпир ÿкернине ял çыннисем пырса пăхса тăратчĕç, кăсăкланатчĕç. Пирĕнпе 6 çулти пĕр арçын ача явăçса кайрĕ. Шкула кайма вăхăт çитмен-ха унăн, ача садне кăна çÿрет. Кашни кун пырса сăнаса тăрать. "Манăн краскисем пур-ха, альбом çук", – тет. Тепĕр кунне альбом, сăрăсем илсе килчĕ. Майĕпен ÿкерчĕксем тума хăнăха пуçларĕ. Малашлăх валли çак ача хавхалану илсе юлчĕ пулĕ тесе шутлатăп.

Мана анне пĕчĕк чухне пĕрмаях хур ÿкерттеретчĕ. Кăранташа хут çине тытмалла та пĕр чарăнмасăр вĕçне çитиччен çак кайăкăн кĕлеткине ÿкермелле. Япони стилĕ. Ÿкерÿ ăсталăхĕ аннерен куçнă пулĕ, – терĕ В.Яковлев художник хăйпе пуçарнă калаçура. Вăл "Хресчен сасси", "Капкăн" журналсем валли карикатурăсем, иллюстрацисем хатĕрлет.

М.Спиридонова халалланă картинăсен куравĕ музейра пĕр уйăх ĕçлет. Унтан ăна Шупашкара илсе каяççĕ. Кăмăл пуррисем, пейзажа кăмăллакансем пырса курма пултараççĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика