26 ноября 2010 г.
Районта "Условник" операци иртни çинчен хыпар пулнăччĕ. Çапах та эпир хамăр çак акци вăхăтĕнче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетесшĕн. Мероприятие районăн шалти ĕçсен пайĕн çичĕ сотрудникĕ хутшăнчĕ, çав шутра милицин участокри уполномоченнăйĕсем, уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделени сотрудникĕсем те пулчĕç. Милици органĕсенче учетра тăракан, условно йĕркепе ирĕкрен хăтарнă çул çитмен çамрăксене хăйсем пурăнакан вырăна тухса тĕрĕслерĕмĕр, çĕрлехи рейдсене хутшăнтăмăр.
РФ уголовлă пурнăçлав службин 12-мĕш " инспекцийĕнче пирĕн районти çул çитмен виçĕ çамрăк учетра тăрать. Вĕсене саккуна хирĕçле ĕçсем тунăшăн суд йышăнăвĕпе пĕр çултан пуçласа виçĕ çул таран условно йĕркепе ирĕкрен хăтарнă. Ачасем ытти чухне хăйсем милици органне пыраççĕ пулсан, хальхинче сотрудниксем хăйсем ачасем патне килчĕç. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем Д.Гаврилова, Э.Сергеев, С.Матвеев, А.Чумаков, А.Иванова, А.Аристархов Кăшнаруй, Асхва, Вăрăмпуç ялĕсенче рейдсем ирттерчĕç. Милици сотрудникĕсем пынă чухне ачасем пурте килĕсенчеччĕ. Амăшĕсем каланă тăрăх, вĕсем эрех-сăра ĕçмеççĕ, çĕрле урама тухмаççĕ, хуçалăхра ĕçлесе пулăшаççĕ, хушнине итлеççĕ, вĕренме çÿреççĕ. "Условник" операци вăхăтĕнче шутра тăракан ачасем йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман.
А.ЧУМАКОВ, шалти служба лейтенанчĕ.