26 ноября 2010 г.
Çакăн пек уяв тĕнчери пур çĕршывра та пур. Ăна тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ йĕркепе паллă тăваççĕ, кашни патшалăхра уяв историйĕ хăйне евĕр, анчах пĕлтерĕшĕ пĕрре – аннесене тав туса пуç таясси, вĕсен ĕçне хисеплесси, хамăр вĕсене юратнине палăртасси.
Ĕмĕртен ĕмĕре анне кашни çыншăн пурнăçра чи кирлĕ çын. Амăшĕ пулса тăрсан хĕрарăмра ыркăмăллăх, юрату, чăтăмлăх, тепĕр çыншăн тем тума та хатĕр енсем аталанаççĕ. Анне хăйĕн ачисен телейлĕ тăвассишĕн, тăнăç пурнăç парнелессишĕн кашни сехетре, кашни минутра шутлать. Çавăнпа аннене çепĕç сăмахсем калама ÿркенмелле мар. Анне хăйĕн пурнăçĕшĕн кăна çунмасть, вăл ачисен пурнăçĕпе пурăнать, вĕсен ăнăçăвĕсемшĕн савăнать, пĕрле кулянать. Тавах ăна пуриншĕн те.
Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăрт улшăнса пырать. Паян çамрăк хĕрсем 17-18 çултах анне пулса тăраççĕ. Ку ÿсĕмре вĕсем амăшĕ пулма хатĕр мар, çапах та мĕн пулнине улăштарма çук. Çамрăк амăшĕсене ÿпкелемелле мар, вĕсене пулăшма тăрăшмалла.
Кирек мĕнле çемьере те пурнăç пĕлтерĕшĕ ачасенче. Амăшĕ пепкене кун çути парнеленĕ вăхăтран пуçласа унран хăпмасть: кăкăр çитерет, кĕпе-кипкине улăштарать, утма вĕрентет. Çакăншăн тав тунă евĕр ача калаçма вĕрениччен чи малтан "анне" сăмаха калать.
Аннесен уявĕнче кирек хăш хĕрарăма та "сывă-и, анне" тесе каланине илтме кăмăллă пулĕ. Çитĕннĕçемĕн ачасем ашшĕ-амăшĕнчен аякка кайса пыраççĕ. Малтан университет, çĕнĕ юлташсем, каярах – çамрăк çын, каччăн – пике, унтан çĕнĕ çемье. Ачасенчен чылайăшĕ тăван килтен кăна мар, хуларан та аякка тухса каяççĕ, ашшĕ-амăшне сайра хутра çеç аса илеççĕ. Анне унăн çуралнă кунĕнче анчах аса илмелле мар, ялан асра тытмалла. Ăна хаклă парнесемпе посылкăсем кирлĕ мар вĕт, аннене унăн çитĕннĕ хĕрĕ е ывăлĕ килсе: "Анне, эпĕ сана юрататăп", – тесе калани ылтăнран та хаклăрах туйăнать.
Т.НИКОЛАЕВА, районти тĕп больницăн медсестри.