АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар ан кÿтĕр шар

24 ноября 2010 г.

Кĕркунне вĕçленсе пырать. Сунарçăсен чи кĕтнĕ тапхăрĕ – сунар та уçăлнă ĕнтĕ. Ятарласа туяннă лицензипе хир сыснине персе тытсан мĕн тери пысăк савăнăç! Пĕçерсе çимешкĕн тутлă ашĕ пур, тус-юлташсен умĕнче "трофейпа" мăнаçланма, сыснана еплерех майпа тата ăçта ураран ÿкернине сÿтсе явма пулать. Анчах та кун пек ăнăçлă сунар пысăк шар кăтартма та пултарать. Вăрттăнлăхĕ вара акă мĕнре. Хир сыснисен тата упасен ашĕнче трихинеллез личинкисем пулма пултараççĕ. Унăн сиенĕ çинчен районти эпизоотолог ветврач Н.Андреева каласа кăтартма килĕшрĕ.

– Çак чире трихинеллезăн çаврака ăманĕсем пуçарса яраççĕ. Унăн личинкисем какай ăшне кĕрсе вырнаçаççĕ, кайран вара ăмансем евĕр çын организмне лекеççĕ. Вар-хырăм сокĕ тата тĕрлĕрен кислота витĕм кÿнипе личинкăсем хăйсен капсулисем ăшĕнчен тухаççĕ те организмăн йăлмака сийĕнче вырнаçса лараççĕ. Тепĕр темиçе кунтан вăл çитĕнсе çитет те ĕрчеме пуçлать, тăватă кунхи трихинеллез ăманĕ 15000 личинка сапма пултарать. Каярах вĕсем лимфа тата юн çулĕсемпе пĕтĕм организма саланаççĕ, унтан мышцăсем ăшне кĕрсе вырнаçаççĕ. 3-4 эрнерен личинка тавралла капсула йĕркеленме пуçлать, кальций тăварĕсен витĕмĕпе вăл хулăмлансах пырать. Çитĕнсе çитнĕ ăман икĕ уйăх таран пурăнма пултарать, унăн личинки вара мышцăсем ăшĕнче 20 çул хушши упранать. Çак ăмансем организмра çеç çитĕнсе аталанаççĕ, вĕсем ÿпкене лексен çын ÿсĕрме тытăнать, йывăррăн сывлать, ăш-чике лексен вар-хырăм ыратать, хăстарать, аллерги пуçланать. Куç айĕсем тата мăй тулса тăма пуçлаççĕ, мышцăсем ыратма тытăнаççĕ. Трихинеллезсем ытларах чухне тискер чĕр чунсен организмĕнче тĕл пулаççĕ: упасен, хир сыснисен, анчах та çак ăмансене сыснасемпе нутрисен организмĕсенче те тупса палăртнă.

Трихинеллеза тупса палăртма йывăр, ăна аш-какая микроскоппа тĕрĕслесен çеç курма пулать. Какая шăнтсан та, вĕретсе пĕçерсен те личинка вилмест, çын организмне лексен чирĕ çеç çăмăл формăпа иртет.

Трихинеллезпа ытларах чухне ветэкспертиза çинче перекетленĕ çынсем чирлеççĕ, чирĕ ерсен вара укçи-тенки ытларах та тухса каять. Тухтăрсем вилĕмрен çăлса хăварма пултарĕç-ха сире, анчах та кун хыççăн инвалида та тухма пулать.

Çак чир ан лектĕр тесен хир сыснисемпе упасен аш-какайне алран ан илĕр, пасарта туяннă чухне трихинеллез çине тĕрĕсленĕ ветеринарипе санитари экспертизин справкине те ыйтма ан ÿркенĕр. Сунарçăсене вара тискер чĕр чунсене тытсан аш-какая ветеринарипе санитари экспертизи кăларттарма ыйтса калас килет.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика