24 ноября 2010 г.
Ялан çĕннине шыранă, тăван халăх пуласлăхĕшĕн чунĕпе çуннă кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши поэт çуралнăранпа 111 çул çитнине халалланă "Çеçпĕл йыхравĕ" фестиваль кăçал та Мишшан ачалăх сăпкинче иртрĕ.
Маларах, йăлана кĕнĕ тăрăх, Шăхасан вăтам шкулĕн картишĕнче ларакан Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче митинг пулчĕ. Чечексем хунă хыççăн В.Туркай, Р.Сарпи поэтсем, Чĕмпĕр телевиденийĕнче чăвашла кăларăмсем хатĕрлекен О.Мустаев журналист хĕрÿ сăмахсем каларĕç. "Шуçăм" фольклор ушкăнĕ шкулта вĕренекен ачасемпе пĕрле Çеçпĕле халалланă литературăпа музыка композицийĕ лартса пачĕ.
Çеçпĕл ялне чи малтан Тутарстанра пурăнакан чăвашсен элчисем çитрĕç. Вĕсем пурте Михаил Кузьмин 1919-1920 çулсенче судпа следстви комиссийĕн следователĕнче ĕçленĕ Теччĕ хулипе районĕнчен. Делегаци ертÿçи – Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Дубровский. Ушкăнра – культура пайĕн пуçлăхĕ Ю.Сиякин, Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов, И.Я.Яковлев музейĕн директорĕ А.Пыркин, вырăнти шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Байдеряков, Теччĕри педагогика училищин преподавателĕ М.Адайкина, унта вĕренекен виçĕ студент, культура çурчĕн юрăçи И.Морозкина тата ыттисем – пурĕ вун пĕрĕн. Нумаях та вăхăт иртмерĕ Шупашкартан та хăнасем çитрĕç. Вĕсене ертсе килекенĕ – Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ М.Краснов.
Уява килнисене Çеçпĕл Мишши музейĕ умĕнче чăваш наци тумĕ тăхăннă хĕрпе каччă çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Музей директорĕ И.Егорова вилĕмсĕр поэтăн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллаштаракан экспонатсем çинчен каласа пачĕ, чаплă ентешĕн пурнăçĕнчи паллă самантсене аса илчĕ. Çакăн хыççăн илемлĕ парк варринче ларакан Çеçпĕл Мишши палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Вăл çуралнă çурт ларнă вырăна та кайса курчĕç. Кунта уйрăмах кÿршĕ республикăран килнисене интереслĕ пулчĕ.
Ялти культура çуртĕнче хăнасене "Кăвар чĕре" фольклор ушкăнĕ илемлĕ чăваш юррисемпе кĕтсе илчĕ. Курав залĕ халăхпа тулнă. "Çеçпĕл йыхравĕ" фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов уçрĕ.
– Пирĕн Мишшан çуралнă кунне паллă тума Тутар Республикинчен, Чĕмпĕр хулинчен, тăван Шупашкартан килни чунтан савăнтарать. Çеçпĕл Мишшин литературăра юлнă пуянлăхĕ чăваш халăхĕн ылтăн çÿпçинче упранать. Çеçпĕл йыхравĕ – малашлăха мăнаçлăн талпăнни, пире чĕнсе каланă сăмах. Халăх кун-çулĕнче мĕн кăна пулмарĕ, апла пулин те чаплă ентешĕмĕр пирĕншĕн яланах çамрăк, вĕри чун-чĕреллĕ пулса юлчĕ. Унăн кăвар пек хĕмленсе тăракан сăввисене ниепле вăй та сÿнтереймĕ, вĕсем пурнăçшăн кĕрешме вĕрентеççĕ, – терĕ вăл.
Владимир Николаевич районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорне культура ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн купăс парнелерĕ. Пултарулăх коллективĕн ертÿçи В.Стеклов савăнăçне пытараймарĕ, купăса тăсса ярса чăваш ташшисен кĕввисене шăрантарчĕ.
Çеçпĕл Мишшин сăнарĕ пире пурнăçа вĕçĕмсĕр юратма, телейлĕ пуласлăха шанма, çунатланса ĕненме, хастар та хăюллă, хыт утăмлă пулма вĕрентни çинчен Культура министерствин пайĕн пуçлăхĕ М.Краснов, Çеçпĕл Мишши фончĕн ертÿçи, чăваш халăх поэчĕ В.Туркай, Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Иванова, Теччĕри педагогика училищин преподавателĕ М. Адайкина, Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов, медицина наукисен докторĕ, нумай кĕнеке авторĕ Н.Григорьев профессор, Чĕмпĕр телевиденийĕнче чăвашла передачăсем хатĕрлекен О.Мустаев журналист, Р.Сарпи сăвăç, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн директорĕ А.Андреева, гуманитари институчĕн сотрудникĕ Ю.Яковлев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Л.Филиппова, Çеçпĕл вăтам шкулĕн директорĕ А.Петров тата ыттисем тухса каларĕç. Теччĕри педучилище студенчĕсем Çеçпĕл Мишшин сăввисене вуларĕç, илемлĕ юрăпа итлекенсен кăмăлне çĕклерĕç. Хăнасенчен нумайăшĕ пушă алăпа килмен, ялти тата шкулти библиотекăсене кĕнекесем парнелерĕç, культура çуртне те парнесĕр хăвармарĕç, поэт чунлисем хăйсен сăввисене янраттарчĕç.
Иртнĕ çул, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнĕ кун, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, Çеçпĕл ялĕн паллă хĕрĕ Л.Филиппова журналист, çыравçă вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн, обществăлла ĕçри хастарлăхшăн, Çеçпĕл Мишшин ятне, Çеçпĕл çĕршывĕн, пĕтĕм Чăваш тĕнчин сумне тата та çÿллĕрех шая çĕклес тесе ырми-канми тăрăшма хатĕр мĕнпур яшпа хĕре "Çамрăк çеçпĕлçĕ" ят тата ятарлă стипенди парса чыслассине пĕлтернĕччĕ. Ун чухне çак чыса Çĕçпĕл вăтам шкулĕнче вĕренекен Петя Васильевпа Рада Андреева тивĕçнĕччĕ. Кăçал вара пултаруллă ентешĕн премине çак шкулти Валя Лукиановăпа Леша Сергеев илчĕç.
Уяв концертĕнче Çеçпĕлти "Кăвар чĕре" тата "Çеçпĕл çеçкисем", Вăтакас Татмăшри "Укăлча", Шăхасанти "Шуçăм" фольклор ушкăнĕсем, районти культура çуртĕнчи "Ентешсем" тата Теччĕри "Мерчен" ансамбльсем, Шăхасанти "Форсаж" ташă ушкăнĕ, Шăхасан вăтам шкулĕнчи А.Сергеева, Теччĕри И.Морозкина, Вăтапуçĕнчи А.Ильин, Çеçпĕл вăтам шкулĕнчи А.Захарова юрăçсем пултарулăхĕпе уява килнисене савăнăç кÿчĕç.
Çеçпĕл уявĕ кăçал ыттисенчен урăхларах вĕçленчĕ. Сцена çине вырăнти шкулта вăтам классенче вĕренекенсен ушкăнĕ тухрĕ. Шкул директорĕ А.Петров пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем вĕренÿре те, шкул пурнăçĕнче те активлă.
– Çак маттурсене Çеçпĕл Мишши çуралнă кун пионера илетпĕр. Вĕсен аллисенчи хĕрлĕ галстук виçĕ халăхăн – чăвашсен, вырăссен тата украинсен туслăхне пĕлтерет, – терĕ Александр Яковлевич.
Ачасем миршĕн тăрăшма, çĕршыва юратма, ваттисене хисеплеме, пĕчĕккисене пулăшма, хыт утăмлă, хастар пулма, Çеçпĕл Мишшинчен ырă тĕслĕх илме тупа турĕç. Шупашкартан, Теччĕ тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем ачасене галстуксем çыхса ячĕç. Çак ырă йăла ытти шкулсене те куçсан аванччĕ.
Чылайччен культура çуртĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ, Çеçпĕл Мишшин вилĕмсĕр сăввисем янăрарĕç.
В.АЧЧА.