АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урнă тилĕ çынна çыртнă

24 ноября 2010 г.

Уртаракан чирпе лару-тăру республикăра каллех лăпкă мар. Районти тĕп ветврач А.Степанов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне Чăваш Енре уртаракан чирĕн 29 тĕслĕхне тупса палăртнă. Пирĕн районта çулталăк хушшинче тăватă тĕслĕхе çеç шута илнĕ. Вĕсем Сиккассинче, Маякра, Уйкасра тата Кайри Ăнтавăшра пулнă.

Кайри Ăнтавăша урнă тилĕ чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пырса кĕнĕ. Чи малтан вăл Шкул урамĕнчи пĕр кил хуçалăхра хуçаланнă: тăватă инди кăвакалне пăвса вĕлернĕ, йытăпа çапăçнă. Шăв-шава илтсе картишне тухнă кил хуçи "чĕнмен хăнана" патакпа хуса янă.

Тилĕ кунпа кăна лăпланман. Меллĕ самант тупса кÿршĕре вырнаçнă тепĕр кил хуçалăхне чупса кĕнĕ. Вăл вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕ ĕне суса ларнă пулнă. Вăл çухалса кайман, упăшкине чĕннĕ те иккĕшĕ тилле картишĕнчен патакпа "çаптарса" кăларса янă.

Урнă тилĕ çакăн хыççăн пушшех те урса кайнă тейĕн, вăл лавкка патне витрепе сĕт йăтса пыракан ватă хĕрарăма тапăннă. Тахăш самантра ăна сылтăм чĕркуççинчен тата янахран çыртса илнĕ. Юрать-ха çывăхра Малти Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан арçын утса пынă, вăл тилле хăмапа çапса вĕлернĕ.

Ветеринари специалисчĕсем тилĕ виллине ятарлă хутаçа вырнаçтарнă, унтан республикăри ветеринари лабораторине ăсатнă. Ватă хĕрарăм вара районти тĕп больницăн хирурги уйрăмне лекнĕ.

Çав кунах выльăх тухтăрĕсем Кайри Ăнтавăшри чĕр чунсене тата выльăхсене уртаракан чиртен прививка туса тухнă.

Каçхине ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕ тĕле Шупашкарти ветеринари лабораторийĕнче тилĕ чирне тĕпчесе палăртнă, вăл чăнахах та "урнă" пулнă.

Çакăн хыççăн ветеринари тата санитарипе эпидемиологи специалисчĕсем Кайри Ăнтавăшри кил хуçалăхсене тепĕр хут çитсе çаврăннă, йытăпа кушаксен тата ытти выльăхсен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ. Урнă тилĕ палăртнă ялти ытти çынсемпе тата чĕр чунсемпе хутшăнăва кĕменнине тĕпчесе палăртнă.

Районта уртаракан чире сарăлма парас мар тесе 10 уйăхра ятарлă бригадăсем урам тăрăх хуçасăр çапкаланса çÿрекен 434 йытта тытнă. Кил хуçисем ыйтнипе ветспециалистсем 67 кушака "çывăрттарса" янă.

Чĕр чунсем çынсене çыртнă тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ. 2009 çулта сиплев учрежденийĕсене пулăшу ыйтса пĕтĕмпе 37 çын пынă: вĕсенчен 21-ĕшне йытăсем, 2-ĕшне кушаксем, 2-ĕшне йĕке хÿресем, 12-ĕшне тилĕсем çыртса амантнă. Кăçал вунă уйăхра çакăн пек 40 тĕслĕхе шута илнĕ (29 йытăсем, 1 кушак, 10 тилĕсем).

Профилактика тĕлĕшĕпе уртаракан чиртен ирĕксĕрлесе 80 лашана, 12430 мăйракаллă шултра выльăха, 276 сурăх-качакана, 4305 йытта, 362 кушака прививка тунă. Çавăн пекех планпа палăртман 12 хуралтăна (178 тăваткал метр) дезинфекциленĕ.

Уртаракан чир çинчен мĕн пĕлмелле-ха; Унпа выльăх-чĕрлĕх, чĕр чунсем тата çын та чирлеме пултарать. Çак чир ерсен тĕп нерв системи хавшать, унтан вилĕм "килет". Вирус чирлĕ чĕр чунтан ыттисене сĕлеке урлă лекет. Паянхи кун уртаракан чиртен сыватмалли эмел те, меслет те çук. Çавăнпа та вакцинаци çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Енчен те килти чĕр чун хăйне ытти чухнехинчен урăхларах тытма пуçларĕ пулсан çийĕнчех ветеринари специалисчĕсене пĕлтерĕр, тĕрĕс диагноза выльăх тухтăрĕ анчах лартма пултарать.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика