24 ноября 2010 г.
Кĕçнерни кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин Президенчĕн администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн консультанчĕ А.Петров, ял тăрăхĕсен, райадминистраци пайĕсен, службисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Пĕрремĕш ыйтупа, район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне ларма ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕ çинчен, Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев тухса калаçрĕ. Конкурса виçĕ кандидат тăратнă: "Единая Россия" политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ В.Софронов, "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов тата район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров. Сакăр сасă пуçтарса В.Софронов мала тухнă. Пуху комисси йышăнăвĕпе килĕшсе В.Софронов çĕнтернĕ тесе çирĕплетрĕ. Çак ыйтупах экономика, бюджет, финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси членĕ Н.Андреев сăмах каланă. Çавăн пекех Николай Степанович Шăхасанта Культура çурчĕ питĕ кирлине аса илтерчĕ, шыв проблемине татса парассине хăвăртлатма ыйтрĕ.
Депутатсен Пухăвĕ "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕ-тĕмĕшле принципĕсем" федераллă саккуна, Канаш районĕн Уставне тата "Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне лартмалли конкурс ирттермелли йĕрки" хушăма тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма контрактпа Владислав Васильевич Софронова лартас тесе йышăн-чĕ.
Пуху район пуçлăхне-район депутачĕсен Пухăвĕн председательне Иван Тимофеевич Иванова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владислав Васильевич Софроновпа 5-мĕш созыври депутатсен Пухăвĕн полномочийĕ вĕçлениччен контракт (ĕç килĕшĕвĕ) тума ыйтрĕ. Часах чăваш тумĕ тăхăннă хĕр кирлĕ хутсен икĕ папкине илсе килчĕ. Район пуçлăхĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ контракт тунине çирĕплетсе алă пусрĕç.
В.Софронова район администрацийĕн пуçлăхне лартнă ятпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин Президенчĕн администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн консультанчĕ А.Петров, Канашри телестуди директорĕ В.Тимофеев саламларĕç, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене лайăхлатсах пыма иксĕлми вăй-хăват сунчĕç. В.Софронов хăйне пысăк та яваплă ĕç шанса панăшăн тав турĕ, халăх шанăçне тÿрре кăларас тесе хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума сăмах пачĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, райадминистраци ĕçлевçисемпе тата ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.
Ларура Канаш районĕн Уставне, район депутачĕсен Пухăвĕн регламентне, район депутачĕсен Пухăвĕ районăн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен, 2010 çулта çĕршĕн налук тÿлемелли ставкăсем, тÿлевĕн йĕркипе срокĕ тата çак енĕпе çăмăллăхсем памалли çинчен кăларнă йышăнусене, районта налук пухассине йĕркелесе тăрассипе çыхăннă Положенине, "Канаш районĕнче бюджетăн право хутшăнăвĕсем çинчен" Положенине улшăнусем кĕртрĕç. Районăн пурлăхĕ шутланакан çĕр лаптăкĕсене арендăна илнĕшĕн тÿлемелли коэффициентсене çирĕплетрĕç. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков районăн 2011 çулхи бюджечĕ пирки тухса калаçрĕ. Бюджет çинчен йышăнни килес çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнче вăя кĕрĕ.
Районти Культура çурчĕн инноваципе методика пайĕн заведующине З.Николаевăна культура ĕçĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят пама тăратрĕç.
В.АЧЧА.