24 ноября 2010 г.
Вырсарни кун республикăри çар комиссариачĕн Канашри пуçтарăну пунктĕнче çамрăксене Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене савăнăçлă лару-тăрура ăсатса ячĕç. "Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă" мероприятине Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев, призыв комиссийĕн председателĕ Н.Прокопьева, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ В.Муллина, Федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Р.Тихонов, республикăн çар комиссарĕ А.Мокрушин, Покровски-Татиан соборĕн настоятелĕ Николай атте, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов, салтака каякансен ашшĕ-амăшĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Афганистанри тата Чечняри событисенче пулнисем, çарпа патриот клубĕсен воспитанникĕсем, кадетсем хутшăннă.
Республика пуçлăхĕ çар чаçĕсене кайма хатĕрленекен çамрăксем мĕнле условисенче пурăннипе интересленнĕ. Администраци корпусĕнче медицина пунктне, столовăйне, çывăрмалли пÿлĕме, компьютерсемпе пуянлатнă, каччăсене професси енчен суйласа илмелли вĕренÿ класне кĕрсе курнă. Унпа пĕрле Иван ывăлĕ те çÿренĕ. Салтак тумĕ тăхăннă каччăсем çине çамрăк ача ăмсанса пăхнă, вĕсем мĕн каланине хăлхисене тăратса итленĕ. Тен, самантлăха та пулин унăн вĕсен вырăнĕнче пулас килнĕ, ахăртнех.
– Вăхăт иртнĕçемĕн условисем лайăхлансах пыраççĕ. Çакна Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем сывлăх енчен çирĕп пулччăр, службăна лайăх ирттерччĕр, киле тĕрĕс-тĕкел, çирĕпленсе, харсăрланса таврăнччăр тесе тăваççĕ, – палăртнă Михаил Васильевич.
Çакăн хыççăн вăл Михаил Архангел ячĕллĕ часавай тума палăртнă вырăна сăвапланă çĕре хутшăннă. Актовăй залра Президент Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене хăюллă та паттăр пулма, пĕр-пĕрне яланах пулăшма, туслăха çирĕплетме суннă.
– Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн кĕрешме яланах хатĕр пулăр, дисциплинăна çирĕп пăхăнăр, спортпа туслашăр, тăван киле чăн-чăн арçынсем пулса таврăнăр. Президент полкĕнче службăра тăма тивĕç пулнă каччăсен ашшĕ-амăшне ывăлĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав тăватăп. Çакă питĕ хисеплĕ, çав хушăрах яваплă та. Салтак пурнăçĕ характера туптать, вăл яваплăха ÿстерессе, вăй-хăват хушасса шансах тăратăп, – тенĕ Михаил Игнатьев призывниксене асăнмалăх парнесем парса.
– Паян эпир йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççейĕн Президент полкне 15 çамрăка ăсататпăр. Çакă çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç пирĕн республикăра тивĕçлĕ шайра пулнине пĕлтерет, – тенĕ Чăваш Енĕн çар комиссарĕ А.Мокрушин полковник.
Салтак тумне пуçласа тăхăннă çамрăксене Федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Р.Тихонов, Афганистанри тата Чечняри событисене хутшăннă А.Осипов полковник, Президент полкĕнче службăра тăнă А.Кашицин, призывниксен ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем саламланă. А.Муравьев призывниксен ячĕпе Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама сăмах панă.
Ăсату каçне хутшăннă çамрăк армеецсен ушкăнне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне хума чечексем тултарнă карçинкка панă. Зал пĕр минут шăп тăнă. Хулари пултарулăх коллективĕсем пысăках мар концерт лартса панă.
Савăнăçлă пай хыççăн М.Игнатьев Чăваш Республикин призыв комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Унта Раççей Федерацийĕн "Çар тата çар служби çинчен" саккунпа çыхăннă ыйтусене хускатнă, Раççей гражданĕсене çар службине чĕнмелли Положенине пăхса тухнă.
Çав кунах Президент Канаш хулипе районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх канашлу ирттернĕ. Унта уйрăмах пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх системине, ял хуçалăх аталанăвне сÿтсе явнă, халăха ĕçпе тивĕçтерес тата ытти çивĕч ыйтусене тишкернĕ.
Республика пуçлăхĕ хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе Р.Мясниковпа тата В.Софроновпа район бюджечĕ мĕнле тулса, коммуналлă пулăшусемшĕн пухăннă парăма мĕнле татса пыни çинчен калаçнă.
В.АЧЧА.