24 ноября 2010 г.
Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тунти кунсерен йăлана кĕнĕ канашлу пулнă, ăна Чăваш Ен премьер-министрĕ Нина Суслонова ирттернĕ. Вăл пухăннисене республика Президенчĕ Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн министрĕпе Эльвира Набиуллинăпа курнăçасси, Чăваш Ен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене тишкересси, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене Мускавра сÿтсе явмашкăн Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин та хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ.
ЧР вĕренÿ министрĕ Галина Чернова тăлăх тата ашшĕ-амăшĕ пăхса усраман ачасен пурнăçне йĕркелессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парас тĕллевлĕ ĕçсем çинчен каласа панă. Паян республикăра çавнашкал 4169 ача, çак йышăн 80 ытла проценчĕ опекăра тата çемьесенче пурăнать. Министр çуллен регистрацилекен социаллă тăлăхсен шучĕ чакманшăн пăшăрханнине палăртнă, ачалăха сыхлассипе çыхăннă сферăри полномочисене илнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене социаллă хăрушлăх тухса тăракан тĕслĕхсенче те çемьесене, çынсен ашшĕ-амăшĕн правине упраса хăварас енĕпе кирлĕ мерăсем йышăнма сĕннĕ. Вăл палăртнă тăрăх – 18 çул тултарнă тăлăх ачасен пурнăçне йĕркелес ыйту çав-çавах çивĕч, çакна тивĕçлĕ ведомствăсен шута илмеллех. Çивĕчлĕх вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те, ĕçе вырнаçтарассине те пырса тивет. Çавна май премьер-министр çак кăтартусене тепĕр хут тишкерме, Правительствăра пăхса тухмашкăн татăклă сĕнÿсем пама чĕнсе каланă.
Канашлура Регионсен пĕрлехи VI "Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики" форум кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Форума Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалланă, унта бизнесăн Раççейĕн 8 регионĕнчен килнĕ 400 ытла представителĕ, Пĕтĕм тĕнчери пахалăх гильдийĕн членĕсем хутшăннă.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пухăннисене Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене пулăшассине халалланă канашлу пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Республика Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов Тăвай районĕсĕр пуçне Чăваш Енри хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене çирĕплетмелли процедура мĕн пур муниципалитет пĕрлĕхĕнче вĕçленни çинчен пĕлтернĕ. Тăватă муниципалитетра – Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче – депутатсен пухăвĕсем конкурссен кăтартăвĕсене тĕпе хурса ситименеджерсене уйăрса лартнă, вĕсем муниципалитет хуçалăхĕн управленийĕпе çыхăннă ĕçе пуçласа кÿлĕнеççĕ. Ытти муниципалитетра конкурссенче маларах та çак должноçрах ĕçленĕ администраци пуçлăхĕсем çĕнтернĕ.
Канашлу çавăн пекех призывниксен сывлăхĕпе, ачасемпе çамрăксен сывă пурнăç йĕркине çул памалли программăсене пурнăçлассипе, шкулти апатланупа çыхăннă ыйтусене, Чăваш Енĕн аталанăвĕн ытти темине çĕкленĕ.
К.СЕМЕНОВ.