АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧА НАРКОТИК ТУТАННИНЕ ПĔЛЕР-И?

19 ноября 2010 г.

Çын сывлăхне сиен кÿрекен тем тĕрлĕ япала та пур. Вĕсенчен пăрăнсан кун-çула чылай вăрăмлатма пулать те çав. Анчах чылай чухне çул çитмен çамрăксем хăйсен айванлăхне пула сиенлĕ пулăмсен авăрне кĕрсе ÿкеççĕ, наркотик тутанса пăхаççĕ. Сирĕн ачăр наркотикпа айкашнине мĕнле майпа пĕлме пулать-ха. Хăш-пĕр тĕспе паллаштаратăп.

Марихуана (халăхри ячĕсем "анаша, драп, трава, зелень, дурь, марьиванна, солома, укроп, джа, план") – кантăрăн (конопля) çулçине тата чечекне типĕтсе тăваççĕ, туртаççĕ. Çак наркотикăн веществисем организма лексен çыннăн тĕнче курăмĕ пăсăлать, жаргон чĕлхинче ăна "ултав" теççĕ. Нумай пулмасть кăна марихуана туртнин паллисем: çамрăкăн куç шăрçисем пысăкланса кайнă, куçĕсем, пичĕ хĕрелнĕ, тайкаланать, эсир мĕн каланине аран илтет, унăн кăмăл-туйăмĕ хăвăрт улшăнать – сăлтавсăрах вĕчĕрхенет, хирĕçет, е пĕр чарăнми калаçать, шÿтлет, е вăйсăрланса, ыйхăллă çын пек пулса каять. Унсăр пуçне нумай ĕçет тата çиет (çăварĕ пĕр вĕçĕм типет), уйрăмах пылак çимĕç. Пульс тытса пăхсан вăл нормăран ытлашши тапать (минутра 60-80 хут тапмалла). Çăварĕнчен пирус шăрши мар, пылакрах шăршă кĕрет. Пĕр-ик уйăх иртсен ăс-тăнĕ япăхланать, тăтăш ÿсĕрме пуçлать, час-час шăнса чирлет.

Амфетаминсен ("фен, круглые, кадиллак, адам, боби, ясность, хаг, эйв, лоллипоп, витаминки, улыбка, колеса, бублики") ушкăнĕнчи чи анлă сарăлнă наркотик – экстези, вăл таблетка евĕрлĕ синтетика веществи. Ăна ĕçнĕ хыççăн çыннăн галлюцинаци пуçланать, пĕр вĕçĕм хусканусем тăвас килет, çавăнпа та амфетамина "дискотека наркотикĕ" теççĕ. Паллисем: наркотика ĕçсен вăл малтанхи сехетсенче энерджайзер евĕрлĕ, питĕ активлă. Наркотик витĕмĕ иртсен (киле çамрăк çав витĕм сирĕлсен çеç таврăнать), вăл кăштах лăпланать, çапах та ăна шăнтать, шăлĕсемпе шатăртаттарать, кĕлетке мышцисем хытса ларнă, куç шăрçисем пысăкланнă. Хăвăрттăн сывлать. Вăхăт иртнĕçемĕн ăс-тăнĕ япăхланать, ăнран кайса ÿкет, чĕри час-час ыратать.

ЛСД ("кислота, эйсид, люся, диск, марка, близнецы, кот, супермен, мультики, волшебник") – синтетика веществи, лизергин кислотин диэтиламичĕ, çăнăх евĕрлĕ чухне хут çинчен çуллаççĕ, таблетка пек ĕçеççĕ. Итлев, курав органĕсен вăйлă галлюцинацийĕ 12 сехете тăсăлать. Ача наркотик ĕçнине мĕнле пĕлме пулать; Çамрăк питĕ лăпкă мар, кĕтмен çĕртен тата тахçанччен кулма пултарать, йĕп-йĕпе тарласа каять, ÿчĕ хур тирри евĕрлĕ, алă пÿрнисем чĕтреççĕ, куç шăрçисем пысăкланаççĕ. Ыйхă килмест. Темиçе уйăхран ăнлантарса пама май çук имшерленсе каять.

Кокаина ("кокс, кокос, иней, снег, рафинад, чарли, кока, чума, рай, чих, веселуха, тетя нора, бол") кокс ятлă ÿсен-тăранăн çулçисенчен хатĕрлеççĕ. Порошок евĕрлĕ туса шăршлаççĕ е шывпа хутăштарса укол тăваççĕ. Çакă тĕлĕнмелле вăйлă эйфори çуратать, ĕçлес хавхаланăва ÿстерет, çамрăк хăйне хăй вăйлă шанать. Паллисем: ачан сăмси хĕрлĕ, вăл ăна çине-çинех сăтăрать, çĕрĕпе çывăрать, темиçе уйăхран ăна пурте тарăхтарать, нимĕн те интереслентермест.

Опиум ("ханка, черная, релаха, дела, гера, герыч") героин, морфин, кодеин, трамадол, "ширка" тата ытти опиатсен витĕм кÿрекен веществи. Ăна мăкăньрен тата хими мелĕпе хатĕрлеççĕ. Опиума таблетка пек ĕçеççĕ, унпа укол тăваççĕ, шăршлаççĕ тата туртаççĕ. Эйфори çуратать тата вăйран ярать. Паллисем: çамрăкăн сăмси тата пичĕ кĕçĕтеççĕ, куç шăрçисем питĕ пĕчĕк, аллисемпе хытă хăлаçланать, унăн пĕр вĕçĕм ĕçес килет. Темиçе уйăх иртнĕ хыççăн кăмăл пăтранни, тăтăш тула тухайманни, сăлтавсăрах тăна çухатнă самантсем пулаççĕ. Кăмăлĕ хăвăрт ылмашăнать: доза йышăниччен ача усал, йĕрет, доза хыççăн ырă кăмăллă. Пит çĕр тĕслĕ пулса каять, çын хăвăрт имшерленет. Венăран укол тунă чухне хулăн шал енчи ÿчĕ çинче инъекци йĕррисем пулаççĕ.

Е.ПОТОРСКАЯ, нарколог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика