19 ноября 2010 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăй питти арçынсене пурне те фронта илсе кайрĕç, ялта ватăсем тата хĕрарăмсемпе ачасем çеç тăрса юлчĕç. 1942 çул, çуркунне... Таврара йывăç-курăк ешерет, улăх-çаран çеçкепе витĕннĕ. Хресчен – акара.
Пĕррехинче колхоза агроном килет текен сас хура тухрĕ. Чăнахах та çаплах пулчĕ. Ял совечĕн лавçи Иван Кузьмич лаша кÿлчĕ те чукун çул станцине агронома илме кайрĕ. "Генрих Альбертович", – паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе. Çул çинче пынă хушăра çĕнĕ çын йăмра тăрринче хĕвĕшекен кураксене тăтăшах сăнарĕ. "Çут çанталăкпа киленме юратать пулмалла, кайăксен пурнăçĕпе те кăсăкланать", – шутларĕ Кузьмич. "Мĕн куртăр вара унта эсир;" – интересленчĕ лавçă. "Хулара мана çапла пĕлтерчĕç, сирĕн колхоз питех те пуян иккен, çăкăр уй-хирте анчах мар, йывăç тăрринче те çитĕнет имĕш. Анчах та эпĕ йывăç тăрринче вĕсене асăрхамастăп, кайăксем таккаса пĕтернĕ пулмалла", – пулчĕ хурав. Кузьмич кулса илчĕ те çапла пĕлтерчĕ: "Малтан çĕре сухаламалла, унтан акмалла, çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра пухса кĕртмелле, вара тин çăкăр сĕтел çинче пулать, йывăç çинче мар паллах".
Çĕнĕ агроном килнĕ ятпа колхозра пуху йĕркелерĕç. Вăл каç кÿлĕм пуçланчĕ. Президиумра колхоз председателĕ Игнат Сидухин, парти организацийĕн секретарĕ Павел Седых тата комсомолецсен ертÿçи Степка вырнаçнă. Игнат Петрович пухăва уçнă май хуçалăх ĕçченĕсене Генрих Альбертовичпа паллаштарчĕ: "Халĕ пирĕн райцентртан ярса панă чăн-чăн агроном пур, вăл çĕр ĕçĕнче лайăх чухланине пĕлтерчĕç. Вăл аслă пĕлÿллĕ, анчах та урăх специализаципе. Малашлăхра пысăк тухăçлă тыр пул туса илме шанăç пур". Председательпе Парти секретарĕ Павел Петрович та килĕшрĕ.
Унтан агронома сăмах пачĕç. "Эпĕ колхоза парти янипе, сире ял хуçалăх программине пурнăçлас ĕçре пулăшса пыма килсе çитрĕм..." Анчах та малалла мĕн каламаллине ниепле те тавçăрса илеймерĕ. Ăна доклад тума Игнат Петрович пулăшса пычĕ.
Председатель сăмахĕсене тепĕр хут каласа пынă хыççăн агроном трибуна çинчен анчĕ. Унтан шухăша путрĕ: "Эпĕ агроном та мар вит-ха, çĕр ĕçĕнче нимĕн те чухламастăп, мĕне пула çакăнта килме килĕшрĕм;" Крылов хăйĕн баснинче çапларах шухăша палăртнăччĕ: "Атă-пушмак ăсталама çăкăр пĕçерекен тытăнни, атăçă çăкăр пĕçернипех пĕр килет, ку – инкек". Çавăнпа та кашнин хăйĕн ĕçĕпе ĕçлемелле.
В.КИСЕЛЕВ. ĕç ветеранĕ.