19 ноября 2010 г.
Галина Александровна Платонова Вăтапуç шкулĕнче ачасене ал-ĕç тума вĕрентет. Кăçал утă уйăхĕнче вăл Иркутскран инçех мар вырнаçнă тĕнчипе пĕлекен Байкал кÿллин хĕррине çитсе килнĕ.
– Çынсем канма ытларах чухне ăшă еннелле каяççĕ, эпир, хĕрĕмпе, атте енчи тăвансене тата Байкал кÿллине курас тĕллевпе пачах урăх еннелле çула тухрăмăр, – каласа кăтартать Г.Платонова.
Галина Александровна 1958 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Алтай тăрăхĕнче çуралнă. Хĕр ача 3 класс пĕтерсен Александр Ефимовичпа Зоя Ивановна Романовсем Канаш хулине куçса килнĕ. Вĕрентекен ĕçне мĕн пĕчĕкрен кăмăлланăран Галина 8 класс пĕтернĕ хыççăн (1974 çул) Канашри педагогика колледжне вĕренме кĕнĕ.
Учитель дипломне алла илсен шăпа ăна Вăтапуç шкулне илсе çитернĕ. Халĕ унтанпа 32 çул иртнĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен 17 çулне Галина Александровна кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ, 10 çул хушши ал-ĕç урокĕсене ертсе пырать. Çавăн пекех вăл шкулта психолог ĕçне те ăнăçлă туса пырать.
– Ĕлĕкрех амăшĕ хĕр ачана мен пĕчĕкрен ал-ĕç тума вĕрентнĕ. Халĕ çакăн çине урăхларах пăхаççĕ. Çыхма-çĕлеме вĕренес текенни вĕренет, хирĕçлекене ирĕксĕр никам та хистемест. Хамăр шкулти хĕр ачасем ăста çитĕнччĕр тесе эпир технологи кабинетне йĕркелерĕмĕр. Ачасем унта хăйсем валли халатсем, юбкăсем, кĕпесем çĕлетчĕç. Шкул пĕтерсен алла ятарлă документ илетчĕç. Халĕ лицензи паманнипе ун пек тăваймастпăр. Анчах та çĕвĕ машинисем пур, вĕсем çинче хĕр ачасем халĕ те çĕлеме вĕренеççĕ, – паллаштарать пире педагог.
Г.Платонован çитĕнĕвĕсем курăмлă. Вăл вĕрентекен ачасем çулсеренех районти олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. 2008 çулта Оксана Владимирова 2-мĕш вырăна тухрĕ. 2009 çулта иртнĕ олимпиадăра Любовь Шарипова та иккĕмĕш пулчĕ. Кăçалхи "ăмăртура" каллех иккĕмĕш вырăн, ăна Екатерина Григорьева çĕнсе илнĕ.
Галина Александровна районта ирттерекен ытти чылай мероприятие те хастар хутшăнать. Кăçал Вырăскас Пикших шкулĕнче "Бумажная пластика" темăпа уçă урок кăтартрĕ, "Детский суицид" темăпа мероприяти хатĕрлерĕ. Хăйĕн ĕçне пĕлсе ĕçлекен вĕрентекене грамотăсемпе Тав çырăвĕсем парса пĕрре кăна мар хавхалантарнă.
Галинăпа Алексей Платоновсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте çемьеллĕ, кашнин – пĕрер ача.
Ĕçтеш Иркутск тăрăхĕнче пулни çинчен те каласа кăтартрĕ. 9-мĕш классен программинче Н.Бичурин çырнă "Байкал" очерк пулнă май çав вырăнсем çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме тăрăшрăм.
– Байкала çĕр чăмăрĕ çинчи чи тарăн кÿлĕ теççĕ. Унăн тарăнăшĕ 1741 метр, анлăшĕ – 79 км, чи ансăр тĕлте – 25 км. Лаптăкĕ тĕлĕшĕпе çак кÿлĕ Балти тинĕсĕнчен вун виçĕ хут пĕчĕкрех, анчах та шывĕ унти тинĕсрен ытларах иккен. Шывĕ калама çук тăрă, тăварсăр, самаях сивĕ. Вырăнти çынсем каланă тăрăх шыв тĕпĕ 40 метр тарăнăшĕнчен те лайăх курăнать. Темиçе çул каялла кÿлĕре нерпăсене те ирĕккĕнех курма пултарнă. Халĕ вĕсене уйрăм нерпинарине вырнаçтарнă.
Омуль текен пулă – Байкалăн чапĕ. Çак пулла тутанса пăхмасан хăвна Байкал чапне курнăн туймастăн.
Кÿлĕ таврашĕнче вырнаçнă йывăçсемпе чулсем те сăваплă иккен. Ку мĕн ĕлĕкрен пыракан йăла. Анчах та çынсем ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр тесе йывăç турачĕсем çине халĕ те пусма татăкĕсем çыхса хăвараççĕ, чулсем çумне сĕртĕнсе вăйне илме тăрăшаççĕ.
Паянхи кун Байкал чапĕпе килĕнме хамăр çĕршывра пурăнакансем кăна мар, ют çĕршывран та килсех çÿреççĕ.
Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.