19 ноября 2010 г.
Петр Николаевич Николаев Çĕнĕ Мами ялĕнче çуралнă, кăçал чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарать.
Ашшĕ вăрман хатĕрленĕ çĕрте пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă пирки виçĕ уйăхри Петя аппăшĕпе Вальăпа тăлăха тăрса юлнă. Амăшĕ Пелагея вĕсене пĕччен пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл вăхăтра ачасене ÿстерме çăмăл пулман. Пурнăç йывăр пулнăран пĕчĕк-скерĕн шкул вĕреннĕ тапхăртах ĕçе кÿленме тивнĕ. Вăл çу кунĕсенче пăру кĕтĕвне кĕтнĕ, унтан колхоз ĕнисене пăхнă.
Вырăнти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Петр Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Уроксем хыççăн вĕренекенсене тĕрлĕ мероприятие явăçтарнă. Пĕрисем хăйсене килĕшекен кружоксене çÿренĕ, теприсем спорт секцийĕсенче тĕрмешнĕ. Факультативсенче сĕрме купăспа калама хăнăхтарнă. Училищĕре хорпа юрлассине пысăк вырăна хунă. Петр Николаевич музыка преподавательне Павел Егоровича тата физкультура предметне ертсе пынă Владимир Николаевича ăшă кăмăлпа асăнать.
Петя гимнастика тата çăмăл атлетика секцийĕсене çÿреме вăхăт тупнă. Вăл Шупашкарта ирттерекен ăмăртусене те час-часах хутшăннă. Йĕлтĕрпе чупассипе тата слалонпа малти вырăнсене те йышăннă.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче шкулсенче учительсем çитменни палăрмаллах сисĕннĕ. Çавăнпа та педучилищĕре аслă классенче ĕçлеме квалификациллĕ педагогсене хатĕрлессипе ятарлă курссем ĕçленĕ. Петр Николаевич вырăс чĕлхи тата литература ушкăнĕнче пĕлĕвне аталантарнă. Курссенчен вĕренсе тухсан Ушанарти çичĕ класлă шкулта ĕçлеме пуçланă.
1950 çулта çамрăк учителĕн çара кайма ят тухнă. Вĕреннĕ тапхăрта спортпа туслă пулни салтака йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма самаях пулăшнă. Çарта комсомол ĕçĕпе те ĕçленĕ вăл, эскадрилин комсомол организацине ертсе пынă. Тăватă çултан салтак киле таврăннă. Вăтакас Кипечри тата Çĕнĕ Мамири çичĕ класлă шкулсенче пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ, çав вăхăтрах аслă пионервожатăй пулса ĕçленĕ.
П.Николаев Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет) куçăмсăр мелпе вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Çакăн хыççăн вăл аслă классенче уроксем ирттерме тытăннă.
Петр Николаевич нумай вулать, сăвăлла произведенисене халĕ те пăхмасăр каласа кăтартма пултарать. Николаев юлташ чылай çул хушши районти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен секцине ертсе пычĕ. Вăл республикăри II, IV, V, VI съезчĕсен делегачĕ пулнă. Вырăс чĕлхине наци шкулĕсенче вĕрентес меслетсене лайăхлатас ыйтупа йĕркеленĕ пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцине те явăçтарнă ăна.
Петр Николаевич 1958 çулта парти ретне тăнă. Вăл обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Халĕ те çавăн пекех. Вăл пуçарнипе ялти çамрăксен хушшинче художествăлла пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вĕсем концертсемпе çывăхри ялсене те тухса çÿренĕ.
1958 çулта Шупашкарта пуçламăш классенче вĕрентекен учительсен конференцийĕ иртнĕ. Делегатсем умĕнче Çĕнĕ Мами шкулĕнчи пуçламăш класра вĕренекен ачасем халăх инструменчĕсемпе каласа юрăсем шăрантарнă. Ансамбль пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Чăваш Республикин çут ĕç министрĕ Петр Капитонов пултарулăх ушкăнне тата унăн ертÿçине Петр Николаева çÿлерех палăртнă министерство грамотипе чысланă.
Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче палăрнăшăн Петр Николаевича "Çут ĕç отличникĕ" паллăпа тата ытти чылай награда парса чысланă.
Петр Николаевич мăшăрĕпе Надежда Алексеевнăпа пĕрле (вăл та учитель) 4 ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ, мăнукĕсем аслашшĕпе асламăшне манмаççĕ, хăнана килсех çÿреççĕ.
Петр Николаевич – тыл ветеранĕ, ялти ветерансен канашне ертсе пырать.
Юлташăм кил-хуçалăхра ĕне, сурăх, сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрать. Пушă вăхăтра кĕнеке, хаçат-журнал вулама тата сĕрме купăс юратать.
Çирĕп сывлăх, пысăк телей сунатпăр эпир ăна!
Н.СЕВАСТЬЯНОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.