19 ноября 2010 г.
Çак кунсенче редакцие çыру килчĕ. Ăна Сител ялĕнче пурăнакан Василий Павлович Павлов çырнă. Ял çыннисене çăлсем типни, ĕçмелли шыв çитми пулни пăшăрхантарнине пĕлтерет вăл. "Эпир кăçал ял тăрăхĕн пуçлăхне суйларăмăр, унччен ĕçленинех хăварас терĕмĕр. Халăхшăн тăрăшать вăл, улшăнусем чылай пулчĕç. Халĕ пирĕн çакна пĕлес килет: 2011 çулта плана кĕртсе, башня лартса, пăрăхсем хурса шывлă пулатпăр-и е татах çумăр çуса парасса кĕтме тивĕ. Эпир, суйлавçăсем, çак ыйтăва çĕнĕ пуçлăхран ыйтса пĕлес терĕмĕр", – тенĕ çырура. Ку ыйтăва Василий Павлович ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Александр Егоровран хăйĕнчен те ыйтма, хуравне вырăнтах илме пултарнă паллах. Мĕнех, унăн кăмăлне тивĕçтеретпĕр.
Эпир Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Егоровпа телефонпа çыхăнтăмăр. Сирĕн ыйтăвăра ун патне çитертĕмĕр.
– Сител ялĕнче шыв ыйтăвĕ çивĕч тăнине питĕ лайăх пĕлетпĕр, – терĕ Александр Николаевич. – Унти пусăсем кăçал, чăн та, типсе ларчĕç. Урамри темиçе кил ăсакан икĕ çăла çуркуннех юсаса тасатнăччĕ, халĕ çавăнтан ăскалаççĕ. Ялта колонкăсем те çук. Ыйтăва татса парас тĕлĕшпе нимĕн те тумастпăр тени тĕрĕсех мар. Кăçал çулла Сител ял халăхĕпе пуху ирттертĕмĕр. Ялсене шыв кĕртессипе федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ программăсем ĕçлеменнине те ăнлантарса патăмăр. Çавăнпа шывлă пулас тесен халăхăн хăйĕн укçа-тенкĕ пуçтарса унпа тĕллевлĕн усă курмалла. Василий Павлович асăннă ĕçсене эпир плана кĕртмен.
Ялта башня лартма, колонкăсем вырнаçтарма проект тутарма кăна 1 миллион та 800 пин тенкĕ укçа кирлĕ. Ун чухлĕ сумма ял тăрăхĕн бюджетĕнче çук. Çавăнпа Киров ячĕллĕ хуçалăх ертÿçипе Николай Степанович Андреевпа калаçса килĕшсе çакăн пек вариант сĕнтĕмĕр. Сител ялĕнчен 800-1000 метрта, ферма патĕнче, ларакан башньăпа хуçалăх паян тухăçлăн усă кураймасть. Çак башньăран яла шыв илсе çитерме пулать. Проект ĕçĕсене, паллах, хамăр çине илетпĕр. Ку ĕçе пурнăçлас кăмăллă подрядчике те тупса хунă. Анчах укçа-тенкĕ йывăрлăхĕ тухса тăрать. Ял çыннисемпе ирттернĕ пухура çаплах каларăмăр: пурăнакан кашни килтен 10-шар пин тенкĕ пуçтарсан шыв нушине татса параятпăр. Ĕçе вăраха ямасан аванрах. Заявленисем йышăнма ятарлă папка та уçрăмăр, çапах та хальлĕхе сас паракансем пулмарĕç-ха.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев Шăхасанта ирттернĕ тĕл пулура шыв ыйтăвне хускатсан: "Çÿлтен килсе туса парасса кĕтсе ларатăр пулсан – малалла та шывсăр пурăнатăр. Халăхăн хăйĕн ĕçлесе пурăнма хăнăхмалла", – терĕ.
Çавăнпа та тепĕр хут калатăп: Сител ялĕнче пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса укçа пуçтарсан – пирĕн килсене шыв çитĕ.
Сăмах май, çакна асăнса хăварас килет. Кăçал шăрăх тапхăрта Шăхасан ял тăрăхĕнче 2-3 кÿлле тасаттартăмăр.
2008 çултах Шăхасанпа Сител ялĕсенче çÿп-çап пуçтарма уйăрнă ятарлă вырăнсене карта тытсах контейнерсем вырнаçтарса тухрăмăр. Пухăннă çÿп-çапа Канаша турттарма бюджетран питĕ нумай укçа каять. Ял тăрăхĕн бюджетĕнчи укçапа эпир, йĕрке тăрăх, обществăлла вырăнсенче пухăнакан çÿп-çапа турттарма кăна пултаратпăр. Вырăнта тирпей-илем кÿмелли укçана çÿп-çап турттарса тăккаланине саплаштарма кашни килтен уйăхра 20-шер тенкĕ те пулин пуçтарас терĕмĕр. Малтанхи вăхăтра укçа пуçтарăнатчĕ, халĕ каллех тÿлеме пăрахрĕç.
Кунтан туллирех хурав пулма та пултарас çук. Пирĕн вулакан та ăнланчĕ пулĕ тетпĕр. А.Егоров каланă шухăш пĕр сителсене кăна мар, ытти ялсене те тÿрремĕнех пырса тивет. Кĕтсе ларма юрататпăр çав. Ĕçлекене пырса пулăшма мар, вăл тăрмашнине айккинчен сăнама çеç лайăх. Çăл е пĕве тасатнă çĕре тухса ĕçлеме ÿркенетпĕр. Пĕр-пĕрне пулăшма пачах пăрахрăмăр тесен те тĕрĕсех.
И.ВЛАДИМИРОВА.