17 ноября 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем çулсем çинчи аварисен сăлтавне уçса панă çĕре кăна мар, преступниксене тытса чарнă çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмра çул çинчи инкексен топографи анализне тăвассине йĕркеленĕ, çакă авари мĕнле условисенче тата мĕн сăлтавпа пулнине уçса пама пулăшать.
Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче 51 авари (2009 çулта – 59) регистрациленĕ, 14 çын (18) пурнăçран уйрăлнă, 70 (84) çын аманнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – транспорт хăвăртлăхĕ çул-йĕр условийĕсемпе килĕшсе тăманни; çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни. Хальлĕхе, телее, ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулмарĕç. Аварисене сăнлас пулсан çапăннă, çаврăнса ÿкнĕ тата çынна таптанă тĕслĕхсем ытларах. Кĕçнерни кун тата Шăмат кун инкексем час-час пулаççĕ.
Топографи анализĕ Çĕрпÿ-Ульяновск автоçулăн 27, 33, 37, 38, 39, 40, 45, 49, 55, 56, 58, 60-мĕш километрĕсенчи, çавăн пекех Шăхасан, Вăтапуç, Чакаç, Малти Тукай ялĕсен çывăхĕнчи уйрăм участоксем хăрушă пулнине кăтартса парать. Вырăскас Пикших тата Асхва ялĕсен çывăхĕнче ĕлĕкренпех пысăк аварисем пулаççĕ. Кунта çынна таптаса кайнă, машина çаврăнса ÿкнĕ тĕслĕх нумай тĕл пулать. Сăлтавĕ – çĕрлехи вăхăтра çак вырăнта çутă çукки.
Çынсен çул çинчи тимлĕхне ÿстерес тесе "Канаш ен" тата "Неделя" хаçатсенче материалсем пичетлетпĕр, ача сачĕсенче, шкулсенче, автотранспорт предприятийĕсенче калаçу урокĕсем, лекцисем, профилактика занятийĕсем ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче çамрăк инспекторсен çичĕ отрячĕ тата "Картинг" ушкăн ĕçлеççĕ.
Вунă уйăхра çул çÿремелли правилăсене пăснă 8049 (2009 çулта – 8186) факт уçса палăртнă, вăл шутран 191 (189) çынна ÿсĕрле руль умне ларса тухнăшăн, 870-шне (507) хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курмалли правилăна пăснăшăн, 362 (357) çынна çул-йĕр правилисене пăснăшăн, 4335 (3141) водителе хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă. Çулталăк пуçланнăранпа 2307800 тенкĕ штраф хунă, 1731285 тенкĕ шыраса илнĕ.
Çулсем çинчи лару-тăрăва кăна мар, автохуçалăхсен ĕçне асăрхаса тăрасси те пирĕн тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 71 автохуçалăх, вĕсенче 6185 единица чухлĕ транспорт хатĕрĕ шутланса тăрать. Çак шутран организацисемпе учрежденисен транспорчĕсем – 298, уйрăм çын тытакан автотранспорт – 5832, мототранспорт 55 единица. Районта шкул ачисене турттаракан ятарлă 16 автобус пур. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр.Шкул автобусĕсен водителĕсене явап тыттарнă икĕ тĕслĕх пур. Çавăн пекех пассажирсене турттаракан 341 водителе (пĕлтĕр – 279) штраф тÿлеттерме тиврĕ.
Район витĕр иртекен çулсем çинче 20 кĕперпе путепровод, 11 чукун çул переезчĕ, 2689 çул-йĕр палли. Çулталăк пуçланнăранпа çулсене, автобус маршручĕсене, чукун çул переезчĕсене тишкернĕ, предписанисем çырнă.
Профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах çыннăн хăйĕн кун-çулĕшĕн хăй кăна яваплă пулнине асра тытмалла.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.