АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛĂМПА КĔРЕШМЕ ЯЛАНАХ ХАТĔР

17 ноября 2010 г.

Канаш хулинчи 15-мĕш пушар чаçĕнче вăй хуракансен тĕп тĕллевĕ – кирек хăш самантра та вут-çулăмпа кĕрешме хатĕр пуласси, профилактика ирттересси, çынсене пушара хирĕçле мероприятисем вĕсен пурнăçĕпе пурлăхне çăлма май панине ăнлантарасси. Ку коллектив хăйĕн ăсталăхне тата професси шайне ÿстерме ăнтăлать. Çавна май унта пушар хуралĕн отличникĕсем те, ĕç династийĕсем те пур.

15-мĕш пушар чаçĕн историйĕ хăйĕн евĕрлĕ те кăсăклă. Канаш ÿссех пынине, майĕпен хулана çаврăннине шута илсе унта 1924 çултах вут-çулăмпа кĕрешекен команда йĕркеленĕ. Вăл вăхăтра поселок тата станци Чăваш Енри тавар пушатса тиемелли пункт шутланнă, çавна май складсенче пурлăх сахал мар упраннă. Çакна шута илсех пушар команди йĕркеленĕ, унăн тытăмĕнче пĕр çын тата пĕр лаша пулнă. Ăна насуссемпе пакурсем панă. Командăна хулари ирĕклĕ пушар обществин шучĕпе тытса тăнă, унта вăй хуракансем те "хĕрлĕ автана" сÿнтерес ĕçе хутшăннă. Асăннă уйрăм малтан Кооператив урамĕнчи хутса ăшăтман сарайĕнче вырнаçнă пулнă. 1925 çулта ун çумне пушарнăйсене ĕçлеме тата пурăнма çурт лартнă, лаша вити хăпартнă. Штата тата тепĕр çынна илнĕ. 1925 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа пушар команди дежурствăра талăкĕпех тăма пуçланă. Çак датăна унăн çуралнă кунĕ тесе палăртма йышăннă.

Унта вăй хуракансен ятарлă тум пулман, вĕсем сменăсемсĕр ĕçленĕ, черетлĕ отпускра çеç каннă, лашасене те хăйсемех пăхнă, янаварсем валли утă хатĕрленĕ. 1927 çулта штатра 6 çын тата 4 лаша пулнă. Команда хула канашĕн ĕçтăвкомĕн коммуналлă хуçалăхне пăхăнма пуçланă. Пушарнăйсем малтанхи икĕ çулта уйăхра 19 тенкĕ шалу илнĕ, каярахпа – 27. Часах брандмейстер должноçĕ "çуралнă", унăн оклачĕ 30 тенкĕпе танлашнă. 1930-1931 çулсенче йывăçран пĕр хутлă çĕнĕ çурт лартнă, штата та ÿстернĕ. 1934 çулта мотопомпăпа тивĕçтернĕ, каярахпа – автоцистернăпа. Çакна пулах моторист тата водитель должноçĕсем валли те çынсем кирлĕ пулнă. 1948 çулта ПМГ-1 пушар машини уйăрса панă. Автотехникăпа усă курма тытăннă. 1950-1960 çулсенче команда çĕнĕ йышши техникăпа пуянланнă. Çак тапхăрта унта газпа тĕтĕмрен хÿтĕлекен служба та йĕркеленĕ. 1964 çулта пушар деповĕн çĕнĕ çуртне тума пуçланă. 1992 çулта Патшалăхăн пушара хирĕçле службин 9-мĕш отрядне йĕркеленĕ, унăн тытăмне икĕ пушар чаçне – 15 тата 56-мĕшсене – кĕртнĕ. Унта Афган вăрçинче тата хĕрÿ вырăнсенче тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕрĕслев витĕр тухнă çынсем ĕçлеççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлаççĕ.

15-мĕш пушар чаçĕ Канаш хулипе районне пушарсенчен сыхлать. Нумаях пулмасть унăн 85 çулхи юбилейне савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă. Унта вăй хуракансене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов саламланă. "Канаш стратеги пункчĕ шутланать – кунта чукун çул, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, хула урлă М–7 федераци трасси иртет. Пушар е авари пулас тăк аманнисемпе шар курнисене çăлма çак оборудовани пулăшĕ", – тенĕ полковник МЧС ĕçченĕсене гидравлика авари-çăлав инструментне парнеленĕ май. Станислав Юрьевич 15-мĕш чаçăн хастарĕсене наградăсемпе чысланă. Пухăннисене пушар хуралĕн хисеплĕ ветеранĕ, Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерĕ Василий Нягин та саламланă. 15-мĕш пушар чаçĕ уншăн ют мар темелле. 1993 çулта Канашри нефтебазăра инкек тухсан вут-çулăма сÿнтермелли кăткăс схемăпа – шăпах В.Нягин сĕннĕскерпе – пĕрремĕш хут усă курнă, юнашар вырнаçнă резервуарсене сирпĕнсе каясран сыхласа хăварнă. Уява килнисене Канашри 6-мĕш шкулти кадет класĕн концерчĕ питĕ килĕшнĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика