17 ноября 2010 г.
Н.Айзман драматург çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа Вырăскас Пикших шкулĕнче "Чаршав уçăлсан" шкул ачисен пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Ăна районти вĕрентÿ управленийĕ ачасен сцена çинче выляс ăсталăхне аталантарас, драма хайлавĕсене вулас туртăма ÿстерес тата халăх умĕнче хăйсене тытма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса районти 21 шкултан 5-11-мĕш классенче вĕренекен 84 ача хутшăнчĕ. Çамрăк артистсем сцена çинче драма хайлавĕсене тĕрлĕ жанрпа уçса пачĕç, вĕсем тематика енчен те пуян пулчĕç.
Ачасем чăвашла илемлĕ те çыпăçуллă калаçма пултарнипе тата килĕшÿллĕ тум ăсталаса тăхăннипе куракансене тыткăнларĕç. Чăн-чăн артистсем тейĕн! Шупашкартисенчен пĕртте кая мар.
Чаршав хупăнчĕ... Районти шкул ачисен каникулĕн пĕр кунĕ савăнăçлă та усăллă иртрĕ.
Тÿрере ларакансен: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Александрован (А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕ), Г.Иванован (Уçырма вăтам шкулĕ), В.Иванован (Сухайкасси вăтам шкулĕ), А.Осипован (Ямаш вăтам шкулĕ) тата вĕрентÿ управленийĕн методисчĕн Е.Иванован пултаруллисенчен чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Вĕсем артистсен ăсталăхне çак критерисем тăрăх хакларĕç:
- илемлĕ пуплеве тĕрĕс йĕркелени: сасă пĕлĕвне, унăн уçăмлăхне, туйăмлăхне палăртакан хатĕрсемпе (сасă улшăнăвĕпе), пусăмпа, тăхтавсемпе, сасă анлăшĕпе епле усă курни;
- пуплевре ăсталăх шайне хăпартма пулăшакан хатĕрсем пуррипе çукки: пит-куç вылявĕ, ÿт-пÿ хусканăвĕ тата ыт. те;
- хушма хатĕрсем: тум, суя япаласем (бутафори), сас-чÿ, кĕвĕ пуррипе çукки.
5-8-мĕш классем хушшинче район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн дипломĕсене Уçырма вăтам шкулĕн артисчĕсем (1-мĕш вырăн, ертÿçи Е.Васильева), Вырăскас Пикших вăтам шкулĕ (2-мĕш вырăн, ертÿçи Т.Алексеева) тата Вăрăмпуç тĕп шкулĕ (3-мĕш вырăн, О.Иванова) илчĕç. 9-11-мĕш классем хушшинче Энтрияль вăтам шкулĕ 1-мĕш вырăна тухрĕ (ертÿçи И.Федорова), Шуркасси вăтам шкулĕ – иккĕмĕш (Э.Кириллова), виççĕмĕш вырăна Катек шкулĕ йышăнчĕ (Т.Васильева).
Конкурса хутшăннă ытти ушкăнсенчен илемлĕ пуплеве тĕрĕс йĕркелеме пултарнă пĕрер ăстана тупса палăртрĕç, вĕсене, 15 çамрăк артиста, вĕрентÿ управленийĕн грамотисене парса чысларĕç.
Е.ИВАНОВА, методист.