АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "УСЛОВНИК" ОПЕРАЦИ ПЫРАТЬ

17 ноября 2010 г.

Çулталăк вĕçне çывхарса пыратпăр. Вунă уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта районăн шалти ĕçсен пайĕ çул çитмен çамрăксем тунă 9 преступление шута илнĕ (иртнĕ çул ку вăхăтра 15 преступлени пулнă). Çамрăксем саккуна хирĕçле ĕçсем тăвасси 40 проц. чакнă. Обществăлла вырăнта преступлени тăвасси пĕлтĕрхи шайрах (3). Преступлени тăвакансен шучĕ 50 проц. сахалланнă (14-ран 7 таран). Ачасем ÿсĕрле йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Уçырма шкулĕнче вĕренекен 2 ача, Чакаç шкулĕнчен – 1, Вăрăмпуç шкулĕнчен – 1, Канашри педагогика колледжĕнче вĕренекен 1 çамрăк милици аллине çакланнă.

Асăннă тапхăрта ушкăнпа тата çул çитменнисем хăйсем тĕллĕн преступлени тăвасси те палăрмаллах пĕчĕкленнĕ. Хĕненĕ (2 факт), вăрланă (5) тĕслĕхсем ытларах.

Паян районăн шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен 42 çамрăк учетра тăрать. Вĕсем условно майпа айăпланнисем (3), уголовнăй йĕркепе явап тыттарма çул çитменнисем (6), хулиганла ĕçсем тунисем (3), эрех ĕçсе милицие лекнисем (11), административлă йĕркепе айăпланисем (12) тата ыттисем. Унсăр пуçне учетра йĕркесĕр 19 çемье тăрать. Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма 4 материал хатĕрленĕ, икĕ çемье тĕлĕшпе çак ĕçе пурнăçланă.

Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделени сотрудникĕсем тĕрлĕ операцие хутшăнаççĕ. "Милици тата ачасем", "Çул çитмен çамрăк", "Шанăç" акцисем вăхăтĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасемпе тĕл пулса вĕсемпе право тата уголовлă яваплăх темисемпе калаçусем, ăнлантару урокĕсем ирттернĕ. Ноябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 20-мĕшĕччен республикăра "Условник" операци иртет. Эпир уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн сотрудникĕсемпе пĕрле учетра тăракан çамрăксене вырăна çитсе тĕрĕслетпĕр, профилактика ĕçĕсем ирттеретпĕр. Çак ĕçсен ырă витĕмĕ пурри куç кĕрет.

Л.АНТОНОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика