АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔÇНЕ ÇИТЕРЕЙМЕН

12 ноября 2010 г.

Çуралса ÿснĕ вырăнта ун пирки япăххине каламаççĕ. 36 çула çывхарать пулин те авланман-ха çамрăк арçын. Çемьере кĕçĕнни, тен, ачашши те-и, çăмăл машина та пур. Хăй вара ниçта та ĕçлемест. 2009 çулхи раштав уйăхĕнче Вăтапуç ялĕнче пурăнакан А.Т. "Гвардеец" хуçалăхăн ял хĕрринче вырнаçнă çĕр улми упрамалли хуралтă пулнă çĕртен "ГУАР-15" автоподъемник çинчен гидравлика цилиндрĕсене кăларса илме шутланă. Пăрмалли, касмалли ĕç хатĕрĕсене машина çине пăрахнă та хăй тахçанах куç хывнă вырăна вĕçтерсе çитнĕ. Çанталăк сивĕ пулни те, юр ашмалли те шиклентермен ăна. А.Т. гидроподъемникăн пĕр цилиндрне кăларса илсе килне леçнĕ. Каялла таврăнса тепĕрне кăларас тесе ĕçе пикеннĕ. Кăларма кăларнă-ха вăл, анчах ĕçе вĕçне çитерме ĕлкĕреймен. Хăй еннелле çутатса килекен машинăна асăрхасан шарт сикнĕ. Цилиндра çырмана кустарса антарма хăтланнă. Юр çинче вăр-вар çаврăнкалама çук пулĕ çав. Машина хăй патне пырса чарăнсан А.Т. вăрах вăхăт пытанса тăрайман. Милици сотрудникĕсен умне хăех тухнă. Айăпне йышăннă. Пĕр цилиндрне килне кайса хуни çинчен те пĕлтернĕ.

А.Т.-на РФ Уголовнăй кодексĕн 158 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпласа явап тыттарнă.

Е.СПИРИДОНОВА, аслă следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика