АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИРЛĔ ĔÇ, УССИ ПУРАХ

12 ноября 2010 г.

Район администрацийĕн çул çитменнисен прависемпе интересĕсене хÿтĕлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне комисси председателĕ – вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев йĕркелесе пычĕ. Канаш хулипе районĕнчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Л.Бековец – Канаш хулинчи 9-мĕш вăтам шкул директорĕ – хăй туса пыракан ĕçсемпе туллин паллаштарчĕ. Районăн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В. Михайлова ача пособийĕ, сахал тупăшлă çемьесене тивекен укçа тÿлевĕсем çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Унтан ларăва чĕнтернĕ çынсем пĕрин хыççăн тепри кĕрсе хăйсем мĕн пирки айăпа кĕнине ĕнентерме тăрăшрĕç. Ачисене воспитани парассинчен пăрăнакансем амăшĕсем уйрăмах. Хăйсем çамрăк, 30 çула та çитмен. Ниçта та ĕçлемеççĕ. Пĕрин мăшăрĕ çук – икĕ ача, теприн вара упăшки те пĕрле килнĕ, ятуллă, тирпейлĕ, сăн-питрен те хитре, Мускава ĕçлеме çÿрет, виççĕмĕшĕ çырăнмасăр пурăнакан упăшкине юрас тесе ачине ватă кукамăшĕ патĕнче усрать... Çамрăк пулин те ĕçкĕпе шутсăр туслă пулни тÿрех курăнать: çамрăк амăшĕсен хăйсем çине тимлĕх уйăрма вăхăт çук пулинех, типтерсĕр. Комисси членĕсем ыйту парсан еплерех шăртланса каяççĕ тата: эпĕ ачана пăхатăп, апат пĕçерсе çитеретĕп, япалисене çуса тăхăнтартатăп теççĕ. Пĕри те "кĕнекепе ларатпăр, сас паллисене вĕренетпĕр, ÿкерчĕксене тишкеретпĕр" темерĕ.

"Комендант сехетне" пăснипе милицие лекнисем те пулчĕç. Вĕсемшĕн амăшĕсен штраф тÿлеме тивет.

Пĕр арçын ачана суд телефон вăрланăшăн условно йĕркепе айăпланă. Унăн уголовлă пурнăçлав инспекцине çÿремелле. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ Л.Антонова, уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн сотрудникĕ, арçын ача çумне çирĕплетнĕ обществăлла воспитатель çамрăк юлашки вăхăтра ырă енне улшăннине палăртрĕç. Ача Асхва ялĕнче пурăнать, хулари 1-мĕш вăтам шкулта вĕренет, кикбоксинг тата ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцийĕсене çÿрет. Ĕмĕчĕсем те пысăк, вĕреннĕ çын пуласшăн.

Лару вĕçленсен Юрий Серафимович манран: "Вăт кала-ха, эпир комисси ирттерни кирлĕ ĕçех-и, усси пур-и ун сан шутупа;" – тесе ыйтрĕ. Хăйсен айăпне, йăнăшне туякан, намăса çухатман çыншăн, ман шутпа, усси пурах. Анчах та пĕр тĕллевсĕр пурăнакан çынна, хăшĕсен çак туртăм юнран пырать-и вăл, хăть мĕн ту та – тÿрлетме çуках. Суеçĕ пурпĕрех суять, вăррăн алли çав-çавах тÿрленмест. Комисси ĕçĕ вара кирлех.

И.ВОЛОДИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика