АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРЕ ПУШКИН ХĂЙ КĔТСЕ ИЛЕССĔНЕХ ТУЙĂНЧĔ

12 ноября 2010 г.

Кăçал Александр Сергеевич Пушкин Аслă Болдино ялĕнче пуçласа пулнăранпа 180 çул çитрĕ. Нумаях пулмасть Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта вĕрентекенсем тата поэтпа çыхăннă мероприятисенче уйрăмах палăрнă саккăрмĕш, тăххăрмĕш, вуннăмĕш классенче вĕренекенсем çав тăрăхсенче пулса курчĕç.

Аслă Болдинопа Кистенево ялĕсем ĕлĕк-авал Александр Пушкин ашшĕпе Василий Львович мучĕшĕн пуянлăхĕ шутланнă. Вăл вăхăтра унти 140 кил-çуртра пĕр пин ытла хресчен пурăннă. (Хаяр Иван патша вăхăтĕнче вара поэт мăн аслашшĕн, Евстафий Михайлович Пушкинăн, пуянлăхĕ татах та пысăк пулнă).

Александр Сергеевича шăпа Аслă Болдинона пĕтĕмпе виçĕ хутчен илсе çитернĕ, çакă яланах кĕрхи кунсемпе пĕр килнĕ. Пуçласа унта вăл 1830 çулта, Раççей çĕрĕ çинче холера чирĕ алхаснă чухне пулнă. Кайран - 1833 çулта, ун чухне вăл Урал тăрăхĕнче Пугачев восстанийĕ çинчен кирлĕ хутсемпе çынсен аса илĕвĕсене çырса таврăннă. Юлашкинчен 1834 çулта, ку – Болдино пуянлăхне хăй çине куçарттарса çыртарнă тапхăр.

– Пуçласа çак вырăнсенче пулнă чухне поэт "Скупой рыцарь", "Моцарт и Сольери", "Пир во время чумы", "Дон Жуан" трагедисем, пилĕк повесть, вăтăр ытла сăвă, "Евгений Онегин" романне çырса вĕçленĕ, пичете хатĕрлесе çитернĕ , – каласа параççĕ тăххăрмĕш класра вĕренекен Анастасия Николаева, Кристина Шилова, Ирина Колпакова, Кристина Осипова тата Андрей Семенов. – Иккĕмĕш хут пулнă чухне "Медный всадник", "Анджело", "Сказка о рыбаке и рыбке" тата пурне те килĕшекен "Осень" сăвă "çуралнă". Виççĕмĕшĕнче поэт "Сказка о золотом петушке" хайланă.

1949 çултанпа Аслă Болдино заповедник музей шутланать. Унтанпа, паллах, чылай улшăну пулса иртнĕ. "Анчах та Пушкин пурăннă чухне çамрăк пулнă, унтанпа икçĕр çул ытла ÿсекен темиçе мăнаçлă юманпа пĕр çÿçе тÿпенелле кармашнине, "беседка сказок", икĕ пĕве тата вĕсен урлă каçмалли курпунлă кĕпер-каçăсене халĕ те курса тĕлĕнме пулать", – калаçăва хутшăнаççĕ саккăрмĕш класра вĕренекен Рома Никитин, Петя Платонов, Настя Куликова, Вика Иванова тата Андрей Михайловпа Наташа Евлампьева, – "Ытти хуралтăсене вара Александр Сергеевич 1830 çулхи кĕрхи кичем кунсенче хут çине ÿкернĕ ÿкерчĕксем тăрăх каялла тавăрнă".

Çак хуралтăсенчен инçех мар, 1780-90 çулсенче Александр Сергеевич аслашшĕ мулĕпе лартнă Успени чиркĕвĕ тавралăха илем кĕртет, вăл поэт çуралнă çул ĕçлеме пуçланă. Юхăннă чиркĕве малтанхи сăнне шута илсе çĕнĕрен çĕкленĕ.

– Александр Сергеевич 180 çул каялла пĕрремĕш хут Аслă Болдино ялне килнĕ вăхăтра икĕ хутлă улпут-хуçа çурчĕ юхăннă пулнă, çавăнпа та вăл çакăнти пуянлăха пăхса йĕркелесе тăракан управ кантурĕнче чарăннă, – сăн ÿкерчĕксене кăтартса каласа параççĕ вуннăмĕш класра вĕренекен Александр Абрамов, Светлана Тимофеева, Алена Малова, Евгения Емельянова. – Çак сĕтел хушшинче вăл çырма юратнă, хăш-пĕр чухне çак диван çинчен тăмасăрах, кăшт çĕкленсе кăна сăвăсем çырнă.

– Тепĕр пÿлĕмĕнчен пирĕн пата поэт хăй тухса кĕтсе илессĕнех туйăнчĕ, – тет вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Федоровна Малова. – Сĕтел çинче поэтăн ал çырăвĕсем выртаççĕ, стена çумĕнче портретсем çакăнса тăраççĕ. Çакăнта поэт арăмĕ, Н.Гончарова, пĕрре те килсе курманни çинчен те пĕлтĕмĕр. Шкул ачисене сăвăç пурăннă вăхăтри кĕпе-тумтир тăхăнтартса асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем ÿкертĕмĕр.

Аслă Болдиноран сакăр çухрăмра Львовка ялĕ вырнаçнă, унта 1850 çулта хăпартнă икĕ хутлă хуçа çурчĕ, парк тата ытти хуралтăсем сыхланса юлнă. Ку пуянлăх хăй вăхăтĕнче поэтăн аслă ывăлĕн Александр Александрович Пушкинăн пурлăхĕ шутланнă. Ун çинчен пире шкулта истори урокĕсене вĕрентекен Любовь Викторовна Тихонова тĕплĕн каласа пачĕ.

– Пире, йышлăн пулнăран, икĕ ушкăна пайларĕç, – калаçăва хутшăнать Тамара Федоровна вĕрентекен. - Паллах, кайса курма питĕ интереслĕ. Тавралăхра ылтăн кĕркунне хуçаланать, юмахри пекех. Çак экскурсие йĕркелеме пулăшнăшăн Канашри ПАТП предприятине тата унта ĕçлекен шофера Андрей Петрова чĕререн тав тăватпăр.

Экскурси пурне те килĕшрĕ. Аслă поэт çинчен тата та нумайрах вуласа пĕлме шут тытрĕç вулавăша çÿрекенсем.

Ю. НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика