12 ноября 2010 г.
Ĕлĕк арçынсене салтака миçере илнине тĕрĕсех пĕлместĕп. Анчах та мăшăрне салтака ăсатнă чухне Наçтаç аппа çирĕмре пулнă. Вăл 1918 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче çуралнă.
Анастасия Дмитриевна Зайцева мăшăрĕнчен виçĕ уйăхри варти пепкепе юлнă. Упăшкин Микулайăн 1939 çулхи январь уйăхĕнче салтака кайма ят тухнă. Июль уйăхĕнче хĕрĕ Галя çуралнă. Служба вĕçленсе киле таврăнмалла чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çуралса ÿснĕ вырăна таврăнас ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕмĕн ĕмĕчĕ татăлнă. Çапла Анастасия Дмитриевна та хăйĕнни пек шăпаллă ытти çĕр-çĕр хĕрарăм пекех ĕмĕр тăршшĕпех мăшăрне кĕтнĕ. Хĕрне Гальăна пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Хĕр ачи виççĕ тултарнă кун ашшĕ вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Пысăк хуйха йывăр ĕçпе пусарнă, ачине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе лайăх çын тăвас ĕмĕте çухатман харсăр хĕрарăм.
"Атте фронтран янă çыру нумайччĕ пирĕн. Хамăн аслă ача пĕчĕк чухне тетте вырăнне выляма парса çуртарса пĕтернĕ вĕт. Пĕр çырăвĕ сыхланса юлнăччĕ. Вăл та çук халĕ. Çырура çырнисем тăрăх атте Брест крепоçĕшĕн, Гродно хулишĕн пынă çапăçусене кĕнине пĕлетĕп. Гродно хули çывăхĕнче вилнĕ вăл, юлашки çырăвĕ çавăнтан пулнă", – тет Галя аппа. Ашшĕ арăк çинче сиктернине, çурăм çине лартса ярăнтарнине, ачашланине, унăн хÿттине нихăçан та туйма, курма пÿрмен ăна.
Наçтаç аппа шкулта пĕр класс кăна вĕреннĕ. Килте ĕçлемелле, ачасене пăхмалла тесе амăшĕ ăна иккĕмĕш класа яман. Çемьере çичĕ ача – ултă хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ. Наçтаç – ачасенчен иккĕмĕш. Çавăнпа амăшне пулăшасси ытларах ун çине тиеннĕ. Анастасия Дмитриевнăн йăмăкĕ Манефа Дмитриевна Зайцева пирĕн аннен аппăшĕпе Мария Васильевна Васильевăпа пĕрле вăрçăн пуçламăш кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Вăрçă хыççăн нумай çул Хусанта ĕçлесе пурăннă.
Салтак арăмĕ ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ. Çамрăк чухне ăçта кăна çитмен-ши: вăрман касма та, окоп чавма та янă, колхозра ака-суха тунă – арçын ĕçне пурнăçланă. Пенсие тухсан та колхозра чылай çул вăй хунă. Шутсăр вăр-вар хĕрарăмччĕ Наçтаç аппа. Курманни нумай вăхăт пулатчĕ те, килтен тухса çÿреймест халĕ, çав тери ватăлса кайнă пулĕ тенĕччĕ эпĕ ăна. Вăл вара 92 çул тултарнă пулин те тĕлĕнмелле тирпейлĕ. Кил-çуртра ватă çын шăрши-марши те çук. Суйлав кунĕнче хăй патне пырса кĕрсен вырăн çинчен вăшт кăна тăрса ларчĕ. Пÿлĕме кăштăртатса тухрĕ. Куçĕ лайăх курать, хăлхи лайăх илтет. Иртнисене астăвать. Тем тĕрлĕ ĕлĕкхи юрă пĕлет. Шÿтлеме епле ăста тата. Чăнах та, тĕлĕнтĕм. Кинемей питĕ уçăмлă калаçнăран ăна итлеме те кăмăллă.
Хĕрĕпе Галина Николаевнăпа пурăнать хисеплĕ ветеран. Галя аппа Сиккасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Патăрьелĕнче ветеринара вĕреннĕ. "Урюм" колхозра пăру пăхаканра ĕçлесе пенсие тухнă. Анастасия Дмитриевнăн пилĕк мăнук. Кашнийĕнех хăйĕн çемйи, кил-çурчĕ. Ывăл мăнуксем пурте салтакра пулнă, мăнукĕн ачисем, мăнукĕсен ачисен ачисем пур. Хăйсен ватă асламăшне-кукамăшне пурте юратаççĕ. Ара кинемей вĕсене мĕн тĕрлĕ кăна интереслĕ япала каласа кăтартмасть-ха та. Ырă сывлăхпа, ăс-тăнпа çĕр çула çитмелле пултăрччĕ-ха санăн, Наçтаç аппа.
И.ВЛАДИМИРОВА.