АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЧИТЕЛЬ-ФРОНТОВИКА АСРА ТЫТСА

12 ноября 2010 г.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн типографийĕнче "Отец, учитель, фронтовик" ятпа кĕнеке пичетленсе тухнă. Унăн авторĕ – истори наукисен докторĕ, педуниверситетри Тăван çĕршыв тата регион историйĕн кафедрин заведующийĕ Т.Сергеев профессор. Ăна вăл хăйĕн ашшĕ, Çĕнĕ Мамири пуçламăш шкулăн вĕрентекенĕ пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă, учительсен династийĕн ăрăвне пуçарнă Сергей Михайлович Михайлов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Автор кĕнекене хатĕрленĕ чухне архив материалĕсемпе, ялти ватăсен аса илĕвĕпе усă курнă.

С.Михайлов Шăхасанти иккĕмĕш пусăмри шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Канашри педагогика техникумĕнче ачасене пуçламăш шкулта вĕрентме ирĕк паракан хут илнĕ. 1931-1932 çулсенче Чулкăмака шкулĕнче ĕçленĕ. Пĕлĕвне агромелиорацин Саратоври патшалăх институтĕнче куçăмсăр майпа ÿстерме ĕмĕтленнĕ. 1932 çулхи ака уйăхĕнче аслă вĕренÿ заведенийĕн ректократĕнчен чĕнÿ хучĕ илнĕ. Анчах та ялти учитель хăй мĕн шутланине мĕншĕн пурнăçа кĕртейменнин сăлтавĕ паллă мар. 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ чухне Сергей Михайлович Çĕнĕ Мамири пуçламăш шкул заведующийĕнче тăрăшнă.

С.Михайлов обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă. 1928 çултанпа комсомол ретĕнче тăнă, профсоюз членне илнĕ, ăна Ворошилов ячĕллĕ колхозăн ревизи комиссийĕн составне кĕртнĕ, 1939 çулхи халăх çыравĕнче çыруçă пулнă. Сергей Михайлович пахча çимĕç ÿстерме юратнă, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, йывăç-тĕм нумай лартнă. Çар службине Украинăра ирттернĕ. Вăл сержант, штаб çыруçи пулнă. Вăрçăн малтанхи уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Унăн ывăлĕ Тихон ăна чылай вăхăт шыранă. Анчах та вăл ăçта пуçне хунине, ÿтне ăçта пытарнине пĕлме май килмен.

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори факультетĕнчи Тăван çĕршыв тата регион историйĕн кафедри Пайкилт вăтам шкулĕнче "Учительсен династийĕ йăхран йăха куçса пыни тата çемье традицийĕсем. С.М.Михайлов учитель-фронтовик çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле" ятпа наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ. Кафедра доценчĕ В.Ендиряков "Ку чухнехи обществăра педагогăн тата унăн профессиллĕ хатĕрленĕвĕн ролĕ" темăпа доклад туса панă. Истори наукисен докторĕ Т.Сергеев профессор "Ял шкулĕ инноваци çулĕпе" темăна хускатнă. Пайкилт вăтам шкулĕн директорĕ В.Ильин С.М.Михайлов учитель-фронтовикăн пурнăçĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ Мамири çичĕ çул вĕренмелли тата Пайкилтри вăтам шкулсен директорĕнче ĕçленĕ Г.Дмитриев "Учительсен династине пуçарса яраканĕ" темăна уçса панă. Истори факультетĕнче 5-мĕш çул вĕренекен А.Вострюков студент Т.Сергеев профессор ашшĕн педагогика ĕçне малалла тăсни çинчен каласа панă.

Наукăпа практика конференцине ял çыннисем те хутшăннă. Вĕсен хушшинче С.Михайлов учитель-фронтовикăн вĕренекенĕ пулнисем те, ăна ас тăвакансем те пулнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика