10 ноября 2010 г.
Районти çулсем çинче кăçал вунă уйăхра 51 (иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 59 пулнă) автоинкеке шута илнĕ, вĕсенче 14 (18) çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 70-шĕ (84) аманнă. Юпа уйăхĕнче 7 авари пулнă, 4 çын вилнĕ (0), 12 çын аманнă (5). Халĕ иртнĕ уйăхра районти çулсем çинче пулса иртнĕ инкексемпе тĕплĕнрех паллашатпăр.
Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирхине 5 сехет иртсен "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçул çинче хăрушă инкек пулса иртнĕ. Энтрияль ялĕ çывăхĕнче çăмăл автомашинăпа КАМАЗ çапăннă. ВАЗ – 2114 салонĕнче пулнă водитель тата пассажир (пирĕн район çыннисем) вырăнтах вилсе кайнă. КАМАЗ автомашинăпа Патăрьел районĕнче пурăнакан арçын çула тухнă пулнă.
Çав кунах каçхине тăватă сехет çурăра Ямаш ялĕ çывăхĕнче тепĕр автоинкеке шута илнĕ. Канаш хулинче пурăнакан çамрăк ГАЗЕЛЬ автомашинăпа умĕнче пыракан трактор çине пырса кĕнĕ. Т-25А кабининче пулнă трактористпа юнашар ларса пыракан хĕрарăм хытах аманнă, вĕсене районти тĕп больницăна ăсатнă. Ку фактпа адмтĕпчев пырать.
Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче тепĕр автоинкек вилĕмпе вĕçленнĕ, çакă "Аниш" автоçул çинче Чакаç ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. Хальхинче ГАЗ-2790 тата ВАЗ-2107 автомашинăсем çапăннă. ГАЗ автомашинăна Чулхула облаçĕнче пурăнакан водитель тытса пынă, вĕсем пассажир хĕрарăмпа районти тĕп больницăна лекнĕ, "семерка" çинче пулнă йĕкĕт (вăл Кармами выççăлкинче пурăннă) вырăнтах вилсе кайнă. Тĕрĕслев пырать.
Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче "Çĕрпÿ–Ульяновск" автоçул çинче, Маяк ялĕ çывăхĕнче, харăсах темиçе автомашина çапăннă. Малтан ВАЗ-2112 тата ГАЗ-283 BF автомашинăсем пĕр-пĕрне лексе иртнĕ, унтан çав "двенашках" хирĕç килекен тепĕр ГАЗ-322132па çапăннă. ГАЗ кабининче пулнă пассажир хĕрарăма Канаш хулинчи больницăна ăсатнă, ВАЗ-2112 салонĕнчи виçĕ пассажир Комсомольски районĕнчи тĕп больницăн реанимаци уйрăмне лекнĕ. "Двенашка" водителĕ вырăнтах вилсе кайнă.
Çав кунах çĕрле 11 сехет çурăра Ямпах ялĕ çывăхĕнче ВАЗ-2109 çул айккине чăмнă. Автомашинăна Çĕрпÿ районĕнче пурăнакан йĕкĕт тытса пынă пулнă. Вăл пуçне хытах амантнăскер районти тĕп больницăна лекнĕ. Адмтĕпчев пырать.
Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче тепĕр автомашина кювета чăмнă, ку инкек Уçырма ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. ВАЗ – 1111 автомашинăна Вăрнар поселокĕнче пурăнакан хĕрарăм тытса пынă. Салонра пулнă пассажир арçын автоинкекре хытах аманнă, хулари больницăна лек-нĕ.
Тепĕр кунхине çурçĕр иртсен Сител ялĕнче пурăнакан хĕрарăм районти шалти ĕçсен пайне заявленипе килнĕ, унăн пахчи çине Шăхасан салинче пурăнакан йĕкĕт ВАЗ-2107 автомашинăпа пырса кĕнĕ иккен. Тăкак виçине палăртаççĕ, ку фактпа тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кăшнаруй ялĕ çывăхĕнче "шестерка" кювета чăмнă, ку çеç те мар, унта сикиччен маларах çул хĕрринчи хĕрарăма çапса хăварнă. Водитель ÿсĕр пулнине тĕпчесе палăртнă. Инкек тÿснĕ хĕрарăма районти тĕп больницăн хирурги уйрăмне вырнаçтарнă, унăн пĕç тĕп шăмми хуçăлнă.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.