10 ноября 2010 г.
Мăкăрти пуçламăш шкулта "Ылтăн кĕркунне" эрнелĕх иртрĕ. Кашни кун шкулта мероприяти пулчĕ. Ачасем кашни конкурсах тĕплĕн хатĕрленчĕç.
"Ылтăн кĕркунне" эрнелĕх "Кĕрхи илем" ятлă ÿкерчĕксен конкурсĕпе пуçланчĕ. Çамрăк художниксем кĕр илемне, пуянлăхне, кĕрхи сад-пахча ĕçĕсене сăнлакан ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç çак кун валли. Тепĕр кун çут çанталăк материалĕсенчен хатĕрленĕ ĕçсен "Çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕ" конкурс иртрĕ. Ачасем пахча çимĕçрен, ÿсен-тăранран чĕр чунсен кĕлеткисене, аппликацисем, теттесем туса хатĕрленĕ. Куракансене уйрăмах "Мухтанчăк павлин", "Вупăр карчăкĕ", "Ĕçчен чĕрĕп" ятлă ĕçсем килĕшрĕç. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ ачасен асĕнче сăвва илемлĕ вулакансен "Кĕр мăнтăрĕ кантăкран шаккарĕ" конкурсĕпе асра юлчĕ. А.Пушкин, Ю.Лермонтов, А.Майков, Ф.Тютчев тата ытти паллă поэтсен сăввисем янăрарĕç. Кĕçнерни кун шкулта "Арбузник" утренник иртрĕ. Кĕр пики кунта вăйăсем выляттарчĕ, кĕрхи тумсен конкурсне ирттерчĕ. Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче кĕр ярмăркки пулчĕ. Ачасем унта хăйсем пĕçерсе килнĕ кукăльсене, тĕрлĕ çимĕç, пылак шыв сутрĕç.
Эрне вĕçĕнче конкурссене хастар хутшăннă ачасене грамотăсем, асăнмалăх пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕç. Акă вĕсем чи маттуррисем: 1-мĕш класра вĕренекен А.Игнатьева, А.Иванова, Е.Патшин, С.Тихонова, 2-мĕш класри С.Кузьмин, тăваттăмĕшсем К.Кузнецов, Г.Николаев, О.Данилова.
Çакăн пек мероприятисем ачасен пултарулăхне, тавра курăмне аталантарма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăмне ÿстерме, пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшаççĕ.
С.ПАТШИНА. Мăкăрти пуçламăш шкул-ача сачĕ.