10 ноября 2010 г.
Эпир Сухайкасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренетпĕр. Класра – виççĕн çеç, апла пулин те пур çĕре те ĕлкĕретпĕр. Нумаях пулмасть кĕр уявне халалланă ăмăртура "Чи туслă команда" номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕмĕр.
Оля Иванова (сулахайран пĕрремĕш) – класс старости. Вăл çавăн пекех вĕренÿ отличникĕ те. Оля питĕ ырă кăмăллă, вĕренÿре яланах пулăшма хатĕр.
Маша Федорова – пултаруллă спортсменка. Вăл чупассипе тата йĕлтĕрпе ăмăртассипе районта кăна мар, рспублика шайĕнче те пысăк çитĕнÿсем тăвать. Вĕренÿре те юлташĕсенчен юлмасть.
Олег Сергеев питĕ ăслă, темĕн те пĕлекен ача. Унпа яланах интереслĕ, вăл кашни ыйтăва хурав пама пултарать. Олег компьютер умĕнче ларма кăмăллать.
Эпир пĕр-пĕрне нихçан та кÿрентерместпĕр, яланах туслă пурăнатпăр. Ĕçрен те хăрамастпăр, "Чи таса класс" вымпела алăран ямастпăр. Вĕренÿре тата шкул пурнăçне тĕрĕс тытса пыма пире класс ертÿçи Инна Алексеевна Егорова пулăшса пырать.
О.ИВАНОВА, М.ФЕДОРОВА, О.СЕРГЕЕВ.