АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕНТЕШĔСЕНЕ ТĂТĂШАХ ПУЛĂШАТЬ

10 ноября 2010 г.

Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав облаçĕнчи Подольск районĕнче пурăнакан А.Петровăн ырă ĕçĕсем çинчен районта пурăнакансем илтмен мар. Анатолий Константинович "Строитель – плюс" тулли мар яваплă обществăна ертсе пырать. Тăван ялтан аякра пурăнать пулин те вăл ентешĕсене манмасть, май килнĕ таран пулăшса пыма тăрăшать.

Кăçал А.Петров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса Уçырма ялĕнче мемориал палăкĕ лартма пулăшнă. 4,5 метр çÿллĕш стелла çине вăрçă хирĕнче пуç хунă 147 паттăр ятне çырнă. Палăка хута яма пĕр миллион та 200 пин тенкĕ тăкакланă. Строительство ĕçĕсене Канашра пурăнакан специалистсене явăçтарнă.

Анатолий Константинович палăк лартнипе кăна çырлахман. Çуркуннехи шыв-шур тапраниччен ял çумĕнчи тарăн çырмана тасаттарса пĕве тутарнă. Пĕве тĕпĕнче тапакан çăл куç нумай, çавна май çуллахи шăрăх кунсенче кÿлĕ типсе ларас хăрушлăх çук. Çитес вăхăтра унта ял çыннисене шыва кĕмелли тата канмалли вырăн йĕркелеме палăртаççĕ.

Çак кунсенче А.Петровăн тепĕр ырă пуçарăвне курса хакларăмăр. Уçырма шкулĕн спорт залĕнчи урай юрăхсăра тухнă пирки çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли лицензи илеймен имĕш. Шкул дирекцийĕ çак çитменлĕхе пĕтерме Анатолий Константиновичран пулăшу ыйтнă. А.Петров ентешĕсене пулăшма шантарнă. Кĕçех "Промтранс – Т" тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи С.Степанов ĕç калăпăшĕн сметине Мускав облаçне ярса панă. Укçа куçнă хыççăн, çурла уйăхĕнче, строительство ĕçĕсем пуçланнă. Строительсем спорт залĕн урайне тĕпрен çĕнетнĕ, хутса ăшăтмалли системăна решеткепе хупăрланă.

Çĕнелнĕ спорт залне уçма район пуçлăхĕ И.Иванов, "Промтранс - Т" ертÿçи С.Степанов, районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов тата ытти хăнасем пуçтарăнчĕç. Шкул директорĕ П.Николаев спорт залне йĕркене кĕртме пулăшнăшăн А.Петрова чĕререн тав турĕ. Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев сумлă ентешĕмĕре Тав çырăвĕ пачĕ, ăна "Промтранс – Т" ертÿçи С.Степанов тухса илчĕ, Анатолий Константиновича пама шантарчĕ.

Хаваслă мероприяти шкул ачисем хушшинче йĕркеленĕ баскетбол турнирĕпе вĕçленчĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика