10 ноября 2010 г.
Наукăпа практика конференцийĕсен сборникĕсенче пичетленнĕ нумай статья авторĕ, студентсен ăслăлăх ертÿçи, вĕрентÿ юхăмĕн ăста йĕркелÿçи, çирĕп ыйтакан педагог. Сăмах Канаш педагогика колледжĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ф.Алеева çинчен.
Патăрьел тăрăхĕнчи Именкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Фаина мĕн ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. 1975 çулта унăн пысăк ĕмĕчĕ пурнăçланать, вăл Канашри педагогика училищин шкул уйрăмĕнчен вĕренсе тухать. Кăшт вăхăт иртсен Ф.Алеева Джизакскри педагогика институтĕнче "Вырăс чĕлхипе литератури" специальноçа алла илет, аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрать.
Шăпа Фаина Ильиничнăна 1986 çулта хăй вĕреннĕ училищĕне илсе çитерет. Вăл педагогика предметне тата ятарлă дисциплинăсене вĕрентме пуçлать. Виçĕ çул иртсен педучилище коллективĕ Ф.Алеевăна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанать. Вăл ертсе пынипе колледжра вĕренекен студентсене патриотла воспитани парас ĕç тĕллевлĕн пурнăçланать. Çулленех тĕрлĕ конкурса хутшăнса студентсем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Акă темиçе тĕслĕх кăна: "Аслă Атăл çамрăклăхĕ - 2008", "Çулталăк имиджĕ - 2009", "Çамрăк талантсем - 2010" фестиваль-конкурссенче 1-2-мĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçрĕç. Кашни çитĕнÿрех Фаина Ильиничнăн тÿпи пысăк.
1994 çултан пуçласа 2009 çулччен студентсен профсоюз организацийĕн ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пычĕ. Вăл ертсе пынипех колледжра студентсен хăй тытăмлăх системи лайăх ĕçлет, ку енĕпе тивĕçлĕ документсем хатĕрленĕ.
Вĕрентÿ сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ф.Алеевăна "Раççей Федерацийĕн профессиллĕ вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсен Канашĕн, Канаш хулин администрацийĕн Хисеп грамотисемпе темиçе хутчен те наградăланă.
"Училищĕри хамăн пĕрремĕш педагогсене – вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Васильевăна, математика преподавательне В.Филиппова, директор пулнă Е.Андромонова тата ыттисене те паян та ăшшăн аса илетĕп, вĕсем мана педагог пулма пулăшнă. Хамăн ĕçтешĕмсене те ăнланнăшăн, ăста çамрăк специалистсем хатĕрлессишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн чĕререн тав тăватăп", – тет Фаина Ильинична.
И.АНДРЕЕВА.